Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Эсир çӗрулми акрӑр-и?

Ҫак вӑхӑтра халӑх час-часах паракан ыйту

Юр та кая юлса ирӗлчӗ, сывлӑш температури те пит хăпармарӗ, тӑпра ӑшӑнчӗ-ши, ҫӗрулми акма юрать-ши ӗнтӗ тесе ял ҫыннисем пӑшӑрханаҫҫӗ.

Хӑшӗ-пӗрисем ӑна, ӗҫ пӗттӗр тесе, май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех акрӗҫ. Специалистсем ҫӗрулми лартма васкама хушмаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫӗрулмине çӗр 10 сантиметр тарӑнӑшӗнче +6, +8 градус ӑшӑнсан ҫеҫ акмалла çак культурăна. Ҫӗр ӑшшăннине ахаль термометрпа та виҫме пулать, теҫҫӗ.

Асаттесемпе асаннесенчен юлнă ваттисен сӑмахӗсемпе канашӗсене илсен, вӗсем ҫӗрулми хăçан акмаллине ӳсентӑрансем, йывӑҫсем çулçă кăларнинчен, чечеке ларнинчен палӑртатчӗç.  «Хурӑн çулçă кăларнă ӗнтӗ, ҫӗр ӑшӑннӑ, ҫӗрулми акас пулать», – тесе пахча сухалама тытӑнатчӗҫ вӗсем. Ҫӗмӗрт ҫеҫкене ларма пуçласан вара, ку ӗҫре кая юлнине пӗлтеретчӗ. Кукшапуҫ чечеке ларнӑ тапхӑр – «иккӗмӗш çăкăра» акмалли чи лайӑх кунсенчен пӗри шутланатчӗ эпир ача чухне. (Кӑҫалхи ҫанталӑкра хӑҫан чечеке ларӗ-ши вӑл?!)

Чи шанчӑклӑ тата çак вăхăтра та актуаллăхне ҫухатман канаш – виҫӗ каҫ тăтăшах +10 градус ӑшӑ упранать иккен, апла пулсан, хӑюллӑнах ҫӗрулми акма пулать. Тӑпра ӗлкӗрсе ҫитнине пӑхатӑн – вӑл ӗнтӗ кӗреҫе çумне çыпăçса, çăрăлса тухмасть пулсан, саланса тăрсан, ку ӗнтӗ ҫӗр акма хатӗррине пӗлтерет.

Çӗрулми, çӗрулми, тесе калатпăр та-ха, юлашки çулсенче çӗрулми лартассинчен пăрăнакансем те нумайланса кайнă иккен. Мӗншӗн асапланмалла? Лавккасенче  Израильрен е Египетран илсе килнисем, хаклă хакпа, туллиех тиенсе выртаççӗ, кӗрен те туян, теҫҫӗ. Акӑ мӗнле пулса тухрӗ! Пӗр килограмм ҫӗрулми 80 тенке çитрӗ. Кунти халăхăн вара ҫӗрулми мӗн авалтан ҫӑкӑр  хыççăн иккӗмӗш апат пулса шутланнӑ. Яшка валли те, пӑтă валли те. Лару-тӑру юлашки вӑхӑтра лавккасенчине мар, килтине, шăтăкрине шанмаллине кӑтартса пачӗ. Ҫавӑнпа та ҫӗрулми акса ӳстересси ҫинчен шухӑшламалла.

Реклама

Анчах ҫӗрулми пахчара яланах пӗр вырӑнта акӑнать.  Ҫакӑ вара культурӑри чир-чӗрсене вӑйлатать. Ҫӗрулмисенче пулакан  чирсемпе мӗнле кӗрешмеллине эпир «Россельхозцентрăн» районти филиалӗн ертӳҫинчен Ислямутдин Низамовран та ыйтса пӗлтӗмӗр. Вӑл пахчана икӗ пая уйӑрма сӗнет. Пахчан пӗр пайне пӗр ҫулхи курӑкпа люцерна акса хăвармалла, ӑна тата виҫӗ ҫул ӳстерсе, ҫӗрулми валли çӗнӗ ҫӗр хатӗрлемелле. Иккӗмӗш вариант – ҫуркунне пӗр ҫул ӳсекен курӑка, горчицӑна акмалла та вӑрлӑхӗ пуличчен çулса илмелле. Кӗркунне сухаласа, тепӗр ҫул ҫӗрулми лартмалла. Виҫҫӗмӗш вариант – кӗркунне çӗрулми тухăçне кăларса илсенех горчица акмалла, ҫуркунне культиваци туса çӗрулми акмалла.

Ҫӗрулми вӑрлӑхне «Престиж» препаратпа (0,7 –1 л пӗр тонна вӑрлӑха) имҫамлама пулать. Ҫавӑн пекех «Максим» препарата комбинациленӗ препаратпа хушса ӗçе кӗртни те тухӑҫлӑ. Акмалли тарӑнӑшӗ 6-8 сантиметртан иртмелле мар. Çӗрулми шӑтса тухсан тӗпне тӗплӗн купаламалла. Сӑтӑрҫӑсемпе хурт-кăпшанкăсенчен тата чир-чӗрсенчен сыхлассине те тӗрӗс йӗркелемелле. Хими препарачӗсемпе колорадо нӑррине хирӗç 2-3 ӳсӗм стадийӗнче усӑ курмалла.

Фитофтора, альтернариоз, ризоктониоз чирӗсене хирӗç «Планриз» препаратпа усӑ курма пулать (1 гектара 1,0 литр шутӗнчен тăваççӗ). Виҫӗ хутчен кая мар ӗçе кӗртмелле, – терӗ вăл.

Кӗркунне лайӑх тухăç пухса илмелле пултӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев