Эсир чи чипер ҫын...
Вӗрентекенсене чысларӗç
Октябрӗн 5-мӗшӗ — Вӗрентекен кунӗ ячӗпе районти Культура çуртӗнче мероприяти пулса иртрӗ.
Ҫак кун çутӗç ӗҫченӗсем ӑрусене ҫыхӑнтаракан звено, шӑпах вӗсем обществӑра ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене йӗркелени, пулни ҫинчен тепӗр хут каларӗç.
— Вӗрентекен профессийӗ вӑл — вӗҫӗмсӗр ӗҫченлӗх, пӗртăтăш пултарулӑх шыравӗ, ку —ыйхӑсӑр каҫсем, çаплах, куҫҫуль те. Çынна личность пулса йӗркеленме пулăшакан, пӗлӳ ҫӗршывӗнче хӑйӗн малтанхи утӑмӗсене тӑвакан вӗренекене çул кăтартакан, пӗлӳ паракан вăл. Паянхи мероприяти те сире тав тумалли уяв вăл, — тесе палӑртса иртрӗ çутӗç ӗçченӗсене саламласа, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Паянхи кун районти пӗлӳ паракан учрежденисенче 500 ытла педагог ӗҫлет. Йӑлана кӗнӗ тăрăх, професси уявӗнче вӗсене халалласа йывӑр та яваплӑ ӗҫӗсемшӗн сцена çинчен ӑшӑ саламсем янӑрарӗç, ачасем, пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен музыка номерӗсене парнелерӗç.
Педагогсене ҫавӑн пекех Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов, Пенсионерсен союзӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова, культура пайӗн ертӳçи Зульфат Сагдиев тав турӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев