Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Эсир чи сумлă çынсем

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров вӗрентекенсене           професси уявӗ ячӗпе, торжествăлла майпа йышӑнчӗ

Мероприятие Soom форматӗнче директор тата педагогсен составӗнче мӗнпур пӗлӳ паракан учрежденисен ӗçченӗсем те хутшăнчӗç. Вӗсене пурне те пӗрле зала пуçтарас мар тесе, пурӗ те зала сахаллăшне кăна йыхравлас – коронавирус чирӗ ан сарăлтăр тесе йӗркеленӗ.

Марат Гафаров педагогсене чыслă ӗçӗсемшӗн, суйласа илнӗ профессие чунтан парӑннӑшӑн, ачасемпе ӑшӑ та ырӑ пулнӑшӑн тав турӗ. Ҫӗпрел районӗнчи çутӗç ӗçне аталантарма пысӑк пай кӗртнӗ, хăйсен пӗлӗвӗсемпе опычӗсене ҫамрӑк специалистсене панă  тата вӗсемшӗн наставник пулнă педагогика ветеранӗсене уйрăмах тав сăмахӗсем пӗлтерчӗ.

– Çакă – чи илемлӗ уяв, мӗншӗн тесен вӗрентекен професси кӑна мар, чун-чӗре хавалӗ те. Анлӑ тавра курăмлă, ырă чӗреллӗ тата уҫӑ чунлӑ ҫын кăна вӗрентекен пулса ӗçлеме пултарать. Эсир пӗлӳ панипе пӗрле, лайăха та, малашлăха тӗллевсем палăртма тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме те вӗрентетӗр. Сумлă ӗҫӗрсемшӗн тавтапуҫ сире, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Мероприятире ӗçӗсенче лайăх çитӗнӳсем тунă вӗрентекенсене РФ Çутӗç министерствин, ТР Çутӗç тата наука министерствин, ҫавӑн пекех ТР Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн кăкăр çине çакмалли паллисемпе, Хисеп грамотисемпе чысларӗç.

Вӗрентекенсемпе воспитательсемшӗн Рустам Низамов, Наталья Васильева тата Ильдар Каюмов пурнăçланă юрӑсем  парне пулса янăрарӗç.

Эрне пуҫламӑшӗнче вара ветеран-педагогсен килӗсене те кайса саламларӗç. Ку миссие Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, унӑн социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, çутӗç уйрăмӗн начальникӗ Ильсур Халитов пурнӑҫларӗç.

Педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене чи ӑшӑ сунăмсем пӗлтерчӗç, çамрăк ӑрӑва воспитани панă ӗҫӗсемшӗн тав сӑмахӗсем каларӗç. Кунсӑр пуҫне район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медальсем, районти çутӗç ӗҫченӗсен профсоюзӗ хатӗрленӗ парнесем тата чечексем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев