Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Эсӗ çырăнтăн-и?

Çырăнтару кампанийӗ вӗҫлениччен темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ.

Районăн пичет изданийӗ пулнă «Туган як» тата «Тăван ен» хаҫатсене июнӗн 26-мӗшӗччен çырăнтарӗç. Ҫак кун хыҫҫӑн та çырăнма пулать, анчах хаҫат июль уйӑхӗнче килмӗ.

Пытармастпӑр, юлашки ҫулсенче вăхăтлă пичет кӑларӑмӗсене, тӗрлӗ сăлтавсене пула, ҫырăнтарасси йывӑрланчӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫын радиопа телекурав тӑрӑх информацие ытларах илет. Ҫав вӑхӑтрах интернет та пӗтӗм тӗнчене ҫавӑрса илчӗ. Виртуаллӑ сферӑра та интернет-хаҫатсене, журналсене, ҫавӑн пек сайтсене шутласа пӗтерме те май ҫук. Ҫамрӑксем хаҫатсемпе журналсен пичет варианчӗпе вăхăтне ирттерсе лармаҫҫӗ, хӑйне мӗн кирлине интернетра шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, пирӗн хушӑра аслă çулсенчи, интернет сечӗсене кăмăлламан çыннăмăрсем те пур.

Районта акă çакăн пек çынсене предприятисен, организацисен шучӗпе çырăнтару парнелекен меценатсем те пур. Пӗрремӗшӗ — «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Аппаувич Гафуров. Ҫак кампанире вӑл 150 (!) экземпляр «Туган як» хаҫата çырăнса ял çыннисене парнелерӗ. Вăл çырăнса панă 150 экземпляр иккӗмӗш çур çуллăхра ял çыннисем патне çитӗ.

Палӑртса хӑварас пулать, ял тăрăхӗнче почта уйрӑмне хупнӑ хыҫҫӑн, Барис Аппаувич ӑна çӗнӗрен уҫма пултарчӗ, ӗçченсене хушма ӗҫ укҫипе тивӗҫтерет.

Черетлӗ тунтикунри канашлу умӗн ертӳçӗсем, уйрăмсен специалисчӗсем те районăн хаҫачӗсене çырăнчӗç. 

93 ҫул пурăннă, сире савӑнтарса тăракан хаҫата пулӑшнӑшӑн пурне те тав тӑватпӑр.

«ТАТМЕДИА» общество та конкурс ирттерет. Чи пысăк парне — 100 пин тенкӗ! Ытти парнесем те питӗ нумай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев