Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

ЭНТУЗИАСТ Ахмадишин

ПӖЧӖК ФЕРМĂСЕМ – ĂНĂÇЛĂ БИЗНЕС

Çӗпрел районӗнче Демин ялӗ пур. Тутарсен паллă юрӑҫин Габдулла Рахимкуловăн тӑван ялӗ. Официаллӑ чӗлхепе çак яла Кӗçӗн Шемӗршел тесе çӳретеççӗ. Халӑх чӗлхинче Демин пулса юлнӑ тата малалла та ҫаплах пурӑнать.

Пурӑнать тенӗрен... Çак ялта ӗнтӗ пурӗ те 6-7 ҫурт кăна тăрса юлнӑ. Ыттисем пушӑ. Яла Кивӗ Шемӗршелӗнчен тухса хирти çулпа каймалла. Хăпартнă çул та,  чул сарни те ҫук. Яла кӗрекен çула уйăрса тăракан тарăн çырма урлă çирӗп тимӗр-бетон кӗпер туса хунă. Тата ҫак ялта, тӗп урамăн вӗҫӗнче Альберт Ахмадишин ятлă çын пурăнать. Пурăнать кӑна мар, çӗр çӗмӗрттерсе ӗҫлет те: 60 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать, патшалăх программине кӗрсе хăйӗн хресчен-фермер хуҫалӑхне анлӑлатать, ачасем ӳстерет, мăшăрне Дамирана те çирӗп тӗрек пулса тăрать.

Вырӑсла ӑна "энтузиаст" тейӗччӗç нумайăшӗ.  Ожеговăн тарӑн содержаниллӗ словарӗ вара «энтузиаста» сăмаха, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ çын, хӑйӗн ӗҫне хавхаланса пуçăнакан тата юлашкинчен кăтартăвӗ ăнăçлă пуласса чун-чӗререн ӗненекенскер, тесе сӑнласа парать. Альберт та ҫавăн пеккисенчен.

Вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Çакăнта килсе ӗçлӗп тесе Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кайнă. Зоотехник специальноҫне илсен, тӑван ялне хăй кӑна та мар, мăшăр пулма суйланă Дамирана та илсе килнӗ. Габдулла Рахимкуловăн тăван никӗсӗнче çавăрнă ҫемье тӗп профессисене шанчӑклӑ юлса, паллă ӗнтӗ, ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Альберт 20 ҫула яхӑн легендарлӑ ХХII партсъезд ячӗпе хисепленекен колхозăн тӑваттӑмӗш комплекслӑ бригадин бригадирӗ пулать. Комплексра вара 1000 пуҫ выльӑх, пин гектар лаптăк акмалли ҫӗрӗсем пур, кӗскен каласан, хăй пӗр колхоз. Анчах, колхозсем саланма тытăнаççӗ, бригадӑри выльӑхсене центрти – Кивӗ Шемӗршелне куҫараççӗ. Халӑх та çапла, ялтан ерипен кăна куçса кайма пуçлать. Опытлă, хăйӗн ӗçӗпе сӳрӗк пулман Альберта ӗҫ тупăнать  – таварлă-сӗт-çу комплексне вăл Кивӗ Шемӗршелӗнче ертсе пыма пуçлать.

Хальхи вăхăтра Дамира Кивӗ Шемӗршел шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗçлет. Çемьере çуралнă виçӗ хӗрӗнчен иккӗшӗ хăйсен пурнăçне çавăрса янă, тӗпчӗкӗ юрист пулассишӗн аслă вӗренӳ çуртӗнче пӗлӳ илет.

Ҫӗре юратни

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пай ҫӗрӗсене пӗр ҫынна 8 гектартан кăшт кăна ытларах калăпăшра пайланă. Саманапа пӗр тан утас тесе-и, элле ҫӗр хакне, вăл тӑрантаракан пулнине чун-чӗрипе шаннă Альберт Ахмадишин хăйсене тивӗçлӗ 6 пайне уйӑрса илсе, çавăнта тырӑ ӳстерме пуçăнать. Районăн яваплă ертӳçисемпе, питех те экономика уйрăмӗн ертӳçипе Ильмир Измайловпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн хресчен-фермер хуҫалӑхне те йӗркелесе ярать. 24 пуç ӗне валли шутланнă здани тăвать. 2017 ҫулта  патшалӑхăн ял хуҫалӑх ӗçӗнче харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтернисене пулӑшу памалли программăна кӗрсе 3,5 миллион тенкӗрен ытларах грант укçи илет. Ҫавăнпа килӗшӳллӗн «Цилна» хуҫалӑхӗнчен ăратлă тынасем илсе килеççӗ, сӗт пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ, «МТЗ  1221» курăк çулакан трактор, сӗт сивӗтекен оборудовани те хресчен-фермер хуçалăхӗнче  пулать. Паянхи кун Альбертăн хуҫалӑхӗнчи ӗнесен пуç шучӗ 40 ҫитнӗ. Кусемсӗр пуçне тынасем, сурӑхсем, чăх-чӗппсем пур. Пӗлӗвӗ енӗпе зоотехник пулнă  арҫын, паллă ӗнтӗ, хӑйӗн хуҫалӑхӗнче те, мӗнпур теори требованийӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫне йӗркелет, ҫав вӑхӑтрах экономика енчен тупӑшлӑ меслетсемпе те усă курать. Сăмахран, çамрăк пăрусене вӗсем «Вăкăр пӗр хут кăна укçа парать, ӗне вара кунсерен парать» тенине шута илсе, çавна май пăрусене пӗр уйăх çити-çитми сутса яраççӗ. Пушмаксене вара уйăрса илсе усраççӗ. Выльăх-чӗрлӗх зданийӗн пӗр вӗçне кăмака та туса лартнă, пысăк хурансенче урпа, сӗлӗ пиçет. Рацион çавсен шучӗпе те тӗрлӗленет.

– Çакăн пек пысӑк хуҫалӑха мӗнле илсе пыратӑр? – тесе тӗлӗнсе ыйтнине хирӗç Альберт:

– Хам тата Дамирасăр пуҫне тата виҫӗ ҫын ӗҫлет-ха кунта, – терӗ.

Ял пурнӑҫӗ пурсăмăра та паллă – хӗлле выльăхсене тутă каçарассишӗн çулла нумай вӑй хума тӳрӗ килет: утӑ хатӗрлесси, тырӑ вырасси...

– Пиллӗкӗн ӗҫлетпӗр ӗнтӗ пӗтӗм ӗçе, – тет Альберт. – Эпӗ хирте утта рулонсене чӗркетӗп, Дамира тракторпа çурт çумне турттарса тăрать, каҫхине пурте пӗрле купалатпăр. Ӳпкелешмелӗх йывăрлăхне курни çук.

Тракторпа лайăх çӳреме вӗренсе çитнӗ Дамира Актанăшра иртнӗ «Ял ҫамрӑкӗсем» конкурсӗнче пӗрремӗш вырӑна çӗнсе илнӗ. Çапла пулмасăр та çук, ҫăвӗпе мăшăрӗ çумӗнче пулнӑ, тӗрлӗ техникӑна çӳретсе пăхнă хӗрарăм вӗт вăл! Конкурсра тракторпа тӗрлӗ маневрсем туса, тупӑшакансене  чылай кая хăварса, финиша та килнӗ Дамира.

– Ӗҫленӗ чухне те ҫав тери правур, пурнӑҫра вара, питӗ сапăр вӑл, – тет мăшăрӗ çинчен Альберт.

Ӗнесене те пӗрле сӑваҫҫӗ. Ӗçлекен каччăсем те вӗреннӗ сума, аппаратсене ӑмӑра-ăмăрта  ӗне çиллисене чиксе ҫӳреҫҫӗ иккен. Сăвăнакан сӗтӗн кулленхи калăпăшӗ 500–600 килограма тӳрӗ килет. Сӗте вара, хӗлле килсе илеççӗ.  Ҫуркуннепе кӗркунне сӗт парасси Ахмадишинсемшӗн пысӑк пӗр проблема пулса тăрать. Мӗншӗн тесен, маларах каланӑччӗ ӗнтӗ, яла кӗме ҫул ҫук. Çакăн пек «миллионер-колхозӑн» тӑваттӑмӗш бригади мӗнле çулсăр юлнă – элле сарăлса выртакан уй-хирсене пайласси килменнипе, е тата ытти тӗрлӗ сăлтавӗ пулнă-и, çакна халӗ ӗнтӗ пӗлме пулмасть...

... Ахмадишинсем кăна, ялне пурӑнтарассишӗн, çакăнтан каймасăр, тăрăшса выльăх усраççӗ, яла малалла пурăнтарассишӗн чунӗсене парса ӗçлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев