Ентешӗмӗрӗн паттӑрлӑхӗ манăçмӗ!
Ятарлă операци зонинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне Хурăнвар-Шӑхаль ялӗн каччи Иван Немасев пуçне хучӗ
Иван Немасева тăван ялне илсе килсе пытарчӗç.
Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов Иван Юрьевич Тӑван çӗршывăн тата халӑх тăнăçлăхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панине палӑртса иртрӗ. «Ентешӗмӗрӗн паттӑрлӑхӗ нихăҫан та манăçмӗ», – терӗ вӑл.
Тутарстан Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсен хушшинчи территорилле управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, ентешӗмӗрӗн тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хуйхăрнине палӑртса, Тутарстанăн каччисем ятарлӑ операцисен зонинче хӑйсен ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани çинчен каларӗ. «Пирӗн геройсем чӗресенче манăçми çутă сăнар пулса ӗмӗр упранӗç!», – терӗ Альберт Хайрутдинов.
Иван Немасев Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьере вӑл – пиллӗкмӗш ача. Шкул хыҫҫӑн, районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче малалла вӗренет. 2017 ҫулта техникумран вӗренсе тухать. Техникум директорӗн çумӗ Алексей Черланов каланӑ тӑрӑх, унта Иван активлӑ студент пулнă май палăрать. Ҫулла хуҫалӑхсенче тыр çи ӗҫӗнче те хутшӑнать.
2018 ҫулхи ноябрь уйăхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ноябрьччен Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Ун хыççăн та службине Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме халаллать.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӑл тӑван ялне кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килсе каять. Ял ҫыннисемпе, тӑванӗсемпе тӗл пулса, вӗсен халӗсене ыйтса пӗлет, килтисене пур майпа пулӑшса хăварать.
Сывпуллашма пухӑннӑ ҫынсем сăмах илсе: «Пирӗн асӑмăрта Иван ырă та тӳрӗ кăмăллă, яланах пулӑшма хатӗр пулнă тус, юлташ, ывăл пулса юлӗ», – терӗç.
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Иван Немасева вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă. Указа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев