Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫемье вучахӗн çулăмӗ Пăвана кайрӗ

Пӗтӗм Раççей символӗ республикăра çемьерен çемьене куçса пырӗ

Районти ЗАГС пайӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» ҫемье вучахӗн çулăмне Пӑва районне памалли мероприяти пулчӗ. 

Аса илтеретпӗр, Çемье вучахӗн çулăмне иртнӗ тунтикун Теччӗ районӗнчен Портновсем ҫемйи илсе килнӗччӗ. Пӗр эрне районта тăнă хыҫҫӑн, Ҫулталӑк символӗ Пӑва районне кайрӗ. Çемье вучахӗн çулăмне Тимряковсен çемйи йышăнса илчӗ. Любовь Васильевнапа Юрий Васильевич Тимряковсем те Вера Ивановна тата Валерий Петрович Портновсем пекех, виҫӗ ачана воспитани парса ӳстернӗ, виҫҫӗшӗ те ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнаççӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие района аталантарас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗ, хӑйсен пурнӑҫӗпе ӗҫ ҫулӗсемпе тӗслӗх пулмалăх ҫемьесене чӗннӗччӗ. Вӗсем нумай ачаллă мӑшӑрсем: Ринат Минихатовичпа Ольга Владимировна Зартдиновсем, Отажан Сардоровичпа Лейла Анверовна Отажановсем.

Ҫавӑн пекех, мероприяти шайӗнче, Венерапа Раиль Багаутдиновсене ача ҫурални ҫинчен свидетельство пачӗç, вӗсен нумаях пулмасть хӗрпӗрчи ҫуралнӑ.

— Ҫемье вӑл — ҫӗнӗ пурнӑҫа ҫул. Илемлӗхе, традицисене малалла тӑсни, обществӑн пӗлтерӗшне çутатни, — тесе палӑртса иртрӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов хутшăнакансене саламласа. — Эрне тăршшӗпе «Раҫҫей чӗри» текен ҫемье вучахӗн çулăмӗпе районта тӗрлӗ мероприяти иртрӗ, ӑшăлăхпа ҫутта сӳнтермесӗр, эпир ӑна кӳршӗсене паратпӑр. 

Пӑва районӗн Ӗç тăвакан комитечӗн ертӳҫи Ленар Шакирзянов та пухӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламларӗ, кашни ҫемьере телей ҫеҫ хуçалантăр, тесе сунчӗ.

Мероприятире хут-шӑнакансем ҫемье вутне аллипе перӗнсе, унӑн ӑшшине туйса илчӗҫ, Çемье ҫулталӑкӗн символӗпе сывпуллашма кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. 

«Пирӗн ӗмӗтсем пурнӑҫланччӑр, ҫемье-сенче пӗрлӗх тата юрату пултӑр», — терӗç вӗсем.
Мероприяти музыка номерӗсемпе çыхăнса пычӗ, ҫавӑн пекех ҫемьесене парнесемпе чечек ҫыххисем пачӗç.

Справка

2024 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑкӑн тӗп символӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей Чӗри» ятлă Ҫемье вучӗн çулăмӗ пулса тӑчӗ. Ӑна Мускавра «Раççей» Пӗтӗм тӗнчери курав форумра ҫутнă.

Çулăма Муромри Святой-Троицки монастырӗнчен ятарлӑ лампадӑра илсе килнӗ. Ҫак хула çветтуй Петрпа Февронийӗн тӑван ҫӗршывӗ пулса шутланать. Ҫутӑ 12 лампада ҫине куҫать, федераци округӗсемпе регион тӑрӑх сарӑлать. Пӗр пайӗ вара Тутарсана килет. Пӗтӗм Раҫҫейри Çемье вучӗн çулăмӗ ҫулталӑк хушшинче ҫемьерен ҫемьене куҫса пырӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев