Реклама
Тӗп хыпар
«Единая Россия» партийӗн Çӗпрелӗнчи вырăнти уйрӑмне çӗнӗ членсем йышăнчӗç
Политика
Октябрӗн 28-мӗшӗнче, район Совечӗн ларусен залӗнче, «Единая Россия» Пӗтӗм Раҫҫейри политика партийӗн Тутарстан облаçӗнчи уйрăмӗн Çӗпрелӗнчи вырăнти уйрăмӗн ХХIХ конференцийӗн иккӗмӗш этапӗ пулчӗ.
Политика мероприятийӗнче «Единая Россия» Пӗтӗм Раççейри политика партийӗн вырăнти 22 пуçламăш уйрӑмӗнчен делегатсем, район Совечӗн депутачӗсем, партийӗн политика совечӗн членӗсем, активистсем тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
Конференцие партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн Секретарӗ Марат Гафаров илсе пычӗ. Кун йӗркине çирӗплетнӗ хыççăн пӗрремӗш ыйту енӗпе партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн Секретарӗн çумӗ Алексей Ярухин тухса калаçнине итлерӗç. Вӑл вырӑнти уйрăмăн иртнӗ вăхăтри ӗçне, суйлав кампанийӗн тапхӑрӗнче пурнăçланнисене пӗтӗмлетӳ турӗ, ҫитес тапхӑр валли задачӑсем палӑртрӗ.
– Суйлав кампанийӗ пынă вӑхӑтра парти членӗсемпе пӗрле эпир халӑхпа тӗлпулусем ирттертӗмӗр. Район куçа курăнса ӳссен те халăхран партие ыйтусем кӗреççӗ, вӗсем çулсене лайăхлатма, пурăнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулăшу ӗçӗсене йӗркелеме, шывпа тивӗҫтернӗ çӗрти чăрмавсене пӗтерме ыйтаççӗ. Халӑхпа тӗлпулусенче, вырӑнти уйрăмсенче ирттернӗ пикетсен вăхăтӗнче эпир халӑхран 52 заявлени йышăнтăмăр тата вӗсенчен чи актуаллисене «Халӑх программи» тесе калакан программӑна кӗртрӗмӗр. Малашне вӗсене пурнӑҫлассишӗн те паллă пӗр ӗçсем пурнăçлама кирлӗ пулать, – тесе конференци делегачӗсен-парти членӗсене тивӗçсем палăртрӗ Алексей Ярухин.
Конференци шайӗнче партийӗн Ҫӗпрелӗнчи вырӑнти уйрăмӗн политика совечӗн составне хӑш-пӗр улшӑнусем те кӗртнӗ. Ротаци пӗтӗмлетӗвӗнче партийӗн Анат Чакă пуçламăш уйрӑмӗн лидерӗ Олег Албутов, ҫавӑн пекех, партийӗн Кивӗ Йӗлмел пуçламăш уйрӑмӗн ертӳҫи Рамиль Низамов политика советне пӗр саслăн суйланчӗç.
Юлашкинчен парти активисчӗсене чыслă ӗçӗсемшӗн тата «Единая Россия» партин ӗçӗнче активлă хутшӑннӑшӑн Тав çырăвӗсем, партийӗн çӗнӗ членӗсене парти билечӗсене пачӗç.
Конференци ӗҫӗнче Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин та хутшӑнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев