«Дуслык» паркӗ уҫăлчӗ
Тирпей-илем кӗртес ӗҫ «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» регион проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланчӗ
Çӗнӗ ҫул умӗн районти «Дайный» поселокӗнче пурăнакансем валли «Дуслык» ҫӗнетнӗ парка уҫни пысӑк парне пулса тӑчӗ. Кун пирки парка уҫнӑ чухне хӑнасем: район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, «Единая Россия» Пӗтӗм Раççейри политика патрийӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн политика совечӗн членӗ Дмитрий Второв, «Татмелораци» обществăн генеральнӑй директорӗ Рустам Сунгатуллин та палăртса иртрӗç.
– Ку вӑл пуриншӗн те тахҫантанпах кӗтнӗ пулăм. Ҫак парка туса хурас тата ҫӗнетес ӗҫре кунта пурӑнакансен те пайӗ пур. Мӗншӗн тесен ҫак проект мӗнле пулассине эсир татса патăр тата çак проекта пурнӑҫлассишӗн сасӑларӑр та ӗнтӗ. Архитекторсем вара, хӑвӑрах куратӑр, ҫав шухӑшсене питӗ илемлӗн пурнӑҫа кӗртрӗç. Ку район ҫыннисем валли кӑҫал уҫнӑ виҫҫӗмӗш парк. Эпир ку енӗпе те, малашнехи ҫулсенче те ӗҫлӗпӗр. Планра – район центрӗнчи, халӑх «Приказ» çырми тесе калакан территорие те тирпей-илем кӗртесси. Ан тив, кану вырӑнӗсемпе ҫак парк та пирӗн халӑхшӑн нумай ҫул ӗҫлесе тӑтӑр, чи юратнă кану вырӑнсенчен пӗри пултӑр, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, парка уҫмалли мероприятие килнӗ халăха саламласа.
Хӑнасем вара Çӗпрел ҫыннисене ҫак чаплӑ пулӑмпа саламларӗҫ, телейпе тăнăçлăх сунчӗҫ.
Хусанти «Ф-Арт группа» архитекторӗсем туса хатӗрленӗ «Дуслык» паркӗн реконструкцилессин пӗтӗмлетӳ проектне кӑҫал ҫуркуннехи уйăхсенче халăха сӗнчӗç. Проекта тепӗр хут сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, строительсем ҫулла парк тăвас ӗçе пуçăнчӗç. Строительство ӗҫӗсене «Строй Град+» обществăн подрядлӑ организацийӗ ертсе пынӑ.
Чӑнах та, парк питӗ илемлӗ, ҫитӗннисене те, ачасене те, ҫамрӑксене те канма май паракан вырӑн пулса тӑчӗ. Кунта баскетбол, волейбол, мини-футбол, урамри тренажерлӑ уйрӑм зона, ача-пӑча лаптăкӗ, культура мероприятийӗсем ирттермелли сцена валли те вырӑнсем пур. Архитекторсем, проекта пурнӑҫланӑ май, ҫуран ҫулсене те хăтлă тăвасси тата тирпей-илем кӗртесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхрӗҫ.
Парк уҫнӑ хыҫҫӑн Çӗнӗ ҫулăн чӑрӑшӗсем ҫинчи çутăсене çутма та старт пачӗç. Хӗл Мучипе Юр пике, культура ӗҫченӗсем мероприятие хутшӑнакансене пултарулӑх номерӗсемпе савӑнтарчӗҫ.
Гульшат Шигапова:
– Эпир кунта пурӑннӑ чухне Мирная урамӗнче пурӗ те темиҫе ҫурт кӑначчӗ. Икӗ теçетке ҫул хушшинче мӗн чухлӗ ҫурт, социаллӑ-пӗлтерӗшлӗ объектсем çӗкленчӗç. Хула евӗрлӗ çакӑн пек парк пулса тухасса вара, кам шутланă! Кашни ҫул пирӗн район улшӑнать, лайӑхланать. Ҫавна кура чун савӑнать.
Меньшовсен çемйи:
–Пирӗн ҫемьере пӗчӗк ачасем ӳсеҫҫӗ: ывăлăмăр Михаил тата хӗрӗмӗр Алиса. Эпир ҫак парка уҫнӑшӑн питӗ савӑнатпӑр. Халӗ ӗнтӗ ачасемпе уҫӑлса ҫӳреме, уҫӑ сывлӑшпа сывлама тата выляма та вырӑн пур. Ҫакӑн валли кунта пӗтӗм услови туса хунӑ.
Цифрă
2021 ҫулта республикӑра «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» çӗршыв шайӗнчи проектăн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» регион проекчӗн шайӗнче 1,95 миллиард тенкӗлӗх 57 паркпа сквера тирпей-илем кӗртнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – Ҫӗпрел районӗнче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев