Депутатсем килчӗç
Хӑнасен тӗллевӗ – федераци тата республика программисем Ҫӗпрел районӗнче мӗнле пурнӑҫланнипе паллаштарассиччӗ
Района ӗç визичӗпе килнӗ РФ Патшалӑх Депутатне Ильдар Гильмутдинова тата Тутарстанри Патшалӑх Совечӗн депутатне Ринат Гайзатуллина Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров илсе çӳрерӗ.
Шыв кӗртес ӗçсем малалла пыраççӗ
Районти ӗçсемпе паллашасси Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен пуҫланчӗ. Кунта хӑнасем Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн территорийӗнче килсене шыв кӗртесси мӗнле пынипе тата ял тӑрӑхӗн зданинйӗнче пыракан тӗп юсав ӗçӗсемпе паллашрӗҫ.
Кивӗ Шемӗршелӗнче хальхи вăхăтра шыв пӑрӑхӗсене Куйбышев урамӗнче тăсаççӗ. Ҫак ӗҫсене ял тăрăхӗнче 2019 ҫултанпа туса пыраҫҫӗ, Чӑваш Шемӗршел ялӗнчен пуҫланнӑччӗ. Ҫак ҫулсенче «Таса шыв» федераци программипе ял ҫыннисене пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерме 70 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова каланӑ тӑрӑх, халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес ӗҫ вӗҫленсе пырать, темиҫе урам ҫеҫ юлнă.
Хӑнасем Абдриев урамӗнче пурăнакан Идрисовсен ҫуртӗнче те пулчӗҫ. Ку урама пӗлтӗр шыв кӗнӗччӗ. Файрузапа Султан Идрисовсем – тивӗҫлӗ канура, ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Кун пек программа пурришӗн савӑннине пӗлтерчӗç.
– Пурнӑҫра чи кирли – шыв. Ирхине ура ҫине тӑрсанах, ҫынна шыв кирлӗ. Эпир аслă çулсенчи ҫынсем ӗнтӗ, пирӗн ачасем те ҫук. Пусăран шыв илсе кӗме те ҫулсеренех йывӑрланса пырать. Ҫавӑнпа та, пирӗн урама шыв килсен, эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ пӳртре шыв кранран юхать.
Ялта ҫакӑн пек хăтлăх туса пама тӑрӑшнă республика тата район ертӳçисене чунтан тав тӑватпӑр, – теҫҫӗ Идрисовсем.
Зданисене юсаççӗ
Паянхи кун наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн, районта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ темиҫе объекта тӗпрен юсаҫҫӗ.
Вӗсен хушшинче Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн зданийӗ те пур. Ял тӑрӑхӗн Ӗç тăвакан комитечӗ, почта уйрӑмӗ, банкпа АТС филиалӗ çак зданире вырнаçнă.
Ҫавӑн пекех, Кӗçӗн Чăнлă ялӗн Культура çурчӗн зданийӗнче те капиталлă юсав ӗçӗсем илсе пынăччӗ.
Çак зданире те, çаплах, пӗр тӳпе айӗнче, ялти библиотека, ял тӑрӑхӗн Ӗç тăвакан комитечӗ вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре те капиталлă юсав ӗçӗсем пыраççӗ.
Хӑнасем ҫак объектсене те ҫитсе курчӗç, ертӳçӗсемпе тӗл пулчӗç, ӗҫ мӗнле пынипе паллашрӗç.
Ыйтусем çине хуравларӗç
Депутатсем ӗҫлӗ ҫулçӳрев вăхăтӗнче районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн зданийӗнче граждансене йышӑнчӗç. Кивӗ Кахăрлă, Матак, Аслă Чăнлă, ҫавӑн пекех, Анат Чакă ял тăрăхӗсенче пурӑнакансем хӑйсене хумхантаракан ыйтусене депутатсене пачӗç, тӗпрен илсен, вӗсем ҫул-йӗр тӑвасси пирки пулчӗç.
Ильдар Гильмутдиновпа Ринат Гайзатуллин ыйтусем çине те тивӗçлӗ хуравсем пачӗç, ял ҫыннисем хускатнă ыйтусене пурне те контроле илессине пӗлтерчӗç.
Социаллă служба – паха система
Ильдар Гильмутдинов районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрăмăн коллективӗпе те тӗл пулчӗ. Вӗсене професси уявӗпе саламларӗ, Лилия Замалетдиновапа Мария Никишкинана чыслă ӗçӗсемшӗн Тав çырăвӗсем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев