Реклама
Тӗп хыпар
Депутат районти сывлӑх сыхлавӗ мӗнле йӗркеленнине пӑхрӗ
Раҫҫей Федерацийӗн Федераллă Пухăвӗ Патшалăх Думин ҫиччӗмӗш созыври депутачӗ Айрат Фаррахов района ӗҫ визичӗпе килчӗ
Депутат район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа пӗрле çӳрерӗ.
Вӑл Тăваньел ялӗнчи ФАПăн, Аслă Аксу ялӗнчи мобильлӗ поликлиникӑн ӗçне тишкерчӗ, халӑха йышӑнчӗ, ҫавӑн пекех район больницин ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ, муниципалитетсенче сывлӑх сыхлавӗн, халӑха медицина пулӑшӑвне мӗнле шайра йӗркеленине тишкерчӗ.
Тăваньел ялӗнчи ФАП ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ чухне Айрат Фаррахов çак проектăн хăй Тутарстан Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн должноçне пурнăçланă тапхӑрта вăя кӗртнине аса илчӗ.
– Тутарстанра сывлӑх сыхлавне модернизацилемелли проекта вăя кӗртес йӗркепе модульлӗ ФАПсем уҫма майсем пулчӗç. Куратӑр, вӗсем медицина ӗҫченӗсене тата халӑх сывлӑхне сыхлас тӗлӗшпе пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Эпир çак программӑна хăвăрт хушăра кӑранташпа тенӗ пекех ҫирӗплетрӗмӗр тата хӑвӑрт хушăра районти ялсенче тӑвас енӗпе задача лартрӑмӑр, – терӗ вӑл. – Ҫакӑн хыҫҫӑн проект Пӗтӗм Раҫҫейӗпех вăя кӗме пуҫларӗ.
Паянхи кун тӗлне Ҫӗпрел районӗнче 38 ФАП ӗҫлет, вӗсенчен 17шӗ – модульлӗ.
Депутат ФАПри ӗҫ условийӗпе паллашрӗ, унăн заведующийӗ пулса 25 çул ӗçленӗ Гульнара Хафизовапа калаҫрӗ.
«Ку техника, аппаратсем сире ҫырлахтараҫҫӗ-и? Хӗлле кунта ӑшӑ-и, ял халăхӗ кӑмӑллӑ-и? – тесе кӑсӑкланчӗ вӑл. Мӗнпур ыйтусем çине те Гульнара Хафизова лайӑх хурав пачӗ.
Ун хыççăн депутат Аслă Аксу ялне килчӗ. Кунта паянхи кун «Сывлӑх сыхлав» наци проектне пурнӑҫлас йӗркепе куçса çӳрекен мобильлӗ поликлиника ӗҫлет.
«Мобильлӗ поликлиника» проекчӗ 2019 ҫулта Тутарстанри «Единая Россия» партин инициативипе старт илнӗччӗ. Пирти «Мобильлӗ поликлиника» – республикӑри районсем тӑрӑх малтан палӑртса хунӑ маршрутпа çӳрекен тӑватӑ комплексран пӗри. Вӗсем республикӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ тата тӗп пайӗнче халăха йышăнаççӗ.
Пӗчӗк пурӑнакан пунктсенче пурӑнакансемшӗн ку профессионаллă врачсен пулӑшуне илессишӗн тата диспансеризаци иртессишӗн питӗ лайӑх мел. Автоклиникӑра кардиолог, невролог, уролог, офтальмолог тата ытти специалистсем патӗнче тишкерӳсем иртме май пур.
Мобильлӗ поликлиника хăйӗн ӗçне районти Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчен пуçланăччӗ. Аслă Аксу ялӗ хыҫҫӑн, вӑл Кивӗ Кахăрлă ялне кайӗ.
– Нумайранпа мобильлӗ поликлиникӑн ӗҫне курма шутланăччӗ. Паян вӗсем республикӑра тӑваттӑ. Ҫак кустӑрмаллӑ медицина центрӗсем пӗтӗм республикăсем урлă иртеҫҫӗ. Районти чи инçе, пӗчӗккӗ яла çакӑн пек медицина специалисчӗсем килме пултарни питӗ кăмăллă, – тесе палăртса иртрӗ вăл.
Вăл йышăнăва килнӗ Анат Чакă ял халăхӗпе те калаҫрӗ.
Зульфияпа Вагиз Зурдеевсем: «Çакӑн пек мобильлӗ поликлиникăсем инçетри ялсене тухни питӗ савӑнăçлă. Пурте хулана кайса çӳреме пултараймаҫҫӗ вӗт», – тесе тав тунине пӗлтерчӗç. Ҫав вӑхӑтрах, йышӑнакан специалистсен списокне анлӑлатма май пулмасть-ши терӗç.
– Манӑн алă-урасем питӗ ыратаҫҫӗ, врач-ревматолог патӗнче тишкерӗнес килет. Унтан юн тымарӗсен хирургӗ, çак енӗпе УЗИ пек аппаратсем пулсан та питӗ аван пулӗччӗ, – терӗ Зульфия Зурдеева.
Çавна май Айрат Фаррахов малашне те телемедицинăпа ҫыхӑннӑ мӗнпур стандартсене йышӑнас енӗпе ӗҫ илсе пынине пӗлтерчӗ. «Чире врач экран урлӑ йышӑнма пултарать, тивӗҫлӗ консультаци ирттерсе, диагноз лартӗ тата сиплев палăртӗ. Ҫак стандартсене йышӑнсан, халӑхăн интересӗсене тата та ытларах пурнăçлама пултарӑпӑр, – терӗ Фаррахов.
Малалла ӗҫлӗ ҫулҫӳрев граждансене йышăнассине те пурнăçларӗ, унта ҫӗпрел ҫыннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтăвӗсене пачӗç. Депутат мӗнпур ыйтусене те хăйӗн контрольне илчӗ.
Каярахпа Айрат Фаррахов районти тӗп больницăн медицина ӗҫченӗсен коллективӗпе тӗл пулчӗ. Наци проекчӗсем, сывлăх сыхлав ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен каласа пачӗ, паянхи кун ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗç вакцинацилес тӗлӗшпе ыйтăва хускатрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев