Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Астăвăм пахчине» никӗс хыврӗç

Çырмапа парк хӗррисене 500 яхӑн чăрăшпа пилеш хунавӗсене лартрӗç

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн районта «Астăвăм пахчи» акци иртрӗ. 500 яхӑн чăрăш тата  пилеш  хунавӗсем Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Шкул урамӗнче, «Приказ» пӗви территорийӗнче вырăн илчӗç.

Акци ӗҫ коллективӗсене, волонтер отрячӗсен представителӗсене, «Единая Россия» партин «Ҫамрӑк гвардеецӗсене» пӗрлештерчӗ. Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ.

– Шӑпах ҫакӑн пек мероприятисенче пӗтӗм ҫӗршывра пурӑнакансен астăвăмӗ пурӑнать. Пирӗн кашни ҫемьере вӑрҫӑ геройӗсем пур, вӗсене эпир паянхи «Астăвăм пахчи» экологипе патриотла акцие хутшӑнса, аса илтӗмӗр. Эпир ҫамрӑк йывӑҫсем лартни – Хӗрлӗ Ҫарӑн 500 салтакне тӑнӑҫлӑхшӑн, ирӗклӗхшӗн, сенкер пӗлӗтшӗн  уйрăмах тав туни вăл, – терӗ Марат Гафаров.

Акци пынӑ май, волонтерсем Георгиевски лентисем валеҫсе пачӗç.

Справка

«Астăвăм пахчи» акцие, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе, 2020 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.  Акци шайӗнче çулсерен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуçӗсене хунă 27 миллион çынна асăнса 27 миллион тӗп йывăç лартăнать, çакăнпа асаттесен, кукаçейсен, аттесен паттăрлăхӗ çинчен астăвăм сыхланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев