Çынсем мӗншӗн шухăшсăр иккен?
Covid-19 вирусне лектерсе, унтан сывалаймасăр вилекенсен шучӗ ӳссе пырать. Çакна та пăхмасăр, вакцина тутарас мар текенсем халӗ те пур-ха.
Районти тӗп больницăра коронавирус инфекцийӗнчен прививка тăвасси малалла пырать. Паянхи кун тӗлне районта пандеми пуçланнăранпа 157 ҫын ковид лектернӗ. Хальлӗхе 7415 ҫын кăна прививка тутарма ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен 1527шӗ – 60 ҫултан аслӑраххисем. Районӗпе мӗнпурӗ 14106 ҫынна вакцина тума палӑртнӑ.
Районти тӗп больницăра вăхăтлăха тунă ковид госпиталӗнче паянхи кун 49 çӗпрел çынни сипленет. Çавсенчен 9шӗ йывӑр шайра. Больницӑра кашни кун прививка тума май пур, унсӑр пуҫне ятарă вакцина тăвакан бригада, графикпа килӗшӳллӗн, ялсене каять. Вакцина тăвассине кану, уяв кунӗсенче те йӗркелӗҫ.
Тухтӑрсем чир лектериччен вакцина тума ӗлкӗрмелле тесе сӗнеççӗ. Район центрӗнчи больницăн тӗп врачӗн çумӗ Виталий Тяхин пӗлтернӗ тăрăх, ковидпа грипран вакцинăсене иккӗшне пӗрле те тума ирӗк параççӗ. Çавăн пекех, йывăр çын хӗрарăмсем 22 эрне пулсан прививка тутарма пултараççӗ, ача ӗмӗртекен амăшӗсене те вакцина тума пăхăннă.
– Эпӗ хам 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче физкультура урокӗсем енӗпе пӗлӳ паратăп. Яланах ачасемпе çыхăнура пулнипе те, хамăн сывлăхăмшăн тăрăшса та коронавируса хирӗç прививка тутарма шут тытрӑм. Ҫак чир ватăсене те, ҫамрӑксене те хӗрхенмест вӗт. Коронавирус чирӗ тата хăй хыççăн питӗ нумай вăраха кайнă чирсене çӗнетме пултарать теççӗ специалистсем, çакă та кӑштах хӑратать ӗнтӗ, – тесе пӗлтерчӗ пире вакцинацин иккӗмӗш этапне иртме килнӗ Олеся Нефедова.
Унсӑр пуҫне, Тутарстанра коронавирусран обязательнӑй вакцинаци кӗртнӗ. Çакăн ҫинчен октябрӗн 11-мӗшӗнче «Роспотребнадзор»ăн Тутарстанри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫакă Тутарстанра СOVID-19 лару-тӑрупа ҫыхӑннипе пӗлтереççӗ.
Обязательнăй вакцинăна халӗ 60 ҫултан аслӑрах ҫынсен, медицина, çутӗç, социаллӑ сферӑра, общество транспорчӗн, энергетика, промышленность, строительство, ял хуҫалӑх енӗпе, право хуралӗнче ӗçлекен ӗçченсене тутарма тивӗçлӗ. Ҫавӑн пекех вакцинаци тутарасси патшалӑх тата муниципаллă органсенче, пулӑшу кăтартакан сферăра, уйрăммăн илсен, парикмахер, мунча, спорт организацийӗсенче, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен предприятисен, суту-илӳпе апат-ҫимӗҫ вырăнӗсенче, банк, почта, такси, мобильлӗ ҫыхӑну центрӗсенче, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗçлекенсене обязательнăй пулса шутланать.
Унсӑр пуҫне, ҫак чикӗлевсем музей, кино, концерт тата курав залӗсене, библиотека, кану центрӗсене, ачасен лагерӗсене, туризм, пичет изданийӗсене, аптекӑсене, ветеринари клиникисене, гостиницӑсене, автомобильсене юсакан центрсене, вӗренӳ заведенийӗсен тулашӗнче практика иртекен студентсене пырса тивет.
Постановленире ноябрӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа вакцинацин пӗрремӗш этапне тутарман мӗнпур ӗҫченсене те ӗҫрен пӑрмалла, тенӗ. Декабрӗн 7-мӗшӗччен иккӗмӗш дозине тутарманнисем ӗҫе те тухаймаҫҫӗ.
Октябрӗн 30-мӗшӗнчен вара, Раҫҫейре Владимир Путин Указӗпе палӑртнӑ ӗҫлемен эрне пуҫланчӗ. Вӑл ноябрӗн 7-мӗшӗччен малалла пырать. Ҫак вăхăтра та Тутарстанра чи çивӗч чикӗлевсенчен хăш-пӗрисене кӗртеҫҫӗ. Республикӑра ҫак чикӗлевсем ӗçлемен кунсенче кӑна мар, малашне те, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланиччен, вăйра пулаççӗ.
Сӑмахран, юлашки ҫур ҫулта коронавирусран прививка тутарман аслă çулсенчи Тутарстан çыннисене обязательнăй изоляцилесси пуҫланать, обществӑлла апатлану вырӑнӗсене 23.00 сехетрен 6.00 сехетчен хупаҫҫӗ, суту-илӳ центрӗсене тата ытти объектсене QR-кодсем кăтартса кăна кӗме пулать. Санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланиччен культурӑпа вӑйӑ-кулӑ мероприятийӗсем ирттерме, ҫавӑн пекех мӗнпур лавккасене каçхи сехетсенче ӗçлеме чараççӗ.
Патшалӑх, муниципаллă влаҫăн органӗсем, нумай функциллӗ центрсем ҫак вăхăтра ӗçлессине штатлă режимра малалла тӑсаҫҫӗ — вӗсен ӗҫӗ республикӑн кулленхи йăла ыйтăвӗсене тивӗҫтерессишӗн кирлӗ.
Халсем мӗнле кăткăс пулнине ăнланассишӗн масарсене кайса курни те çителӗклӗ, теççӗ. 3-4 çула тесе шутланнă масар пӗр çул хушшинче тулнă ялсем пур. Таçта кайса тăрасси те çук, хамăрта та çавăн пекех. Анчах çаплипех çынсем шухăшсăр пулса юлаççӗ.
Справка
Вакцина тутарас текен çын чи малтанхи черетре районти тӗп больницăна 2-24-90, 2-25-91 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа, хăй вакцина тутарма кăмăлӗ пулни ҫинчен пӗлтерме пултарать. Çакăн пек тусан кунне, вăхăтне палăртса çав çынна районти тӗп больницăра кӗтӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев