Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чӑваш Паснапуç шкулӗнчи ачасем вӗрентекенӗсем ҫинчен ҫыраҫҫӗ

Вӗрентекенӗмӗр, сире тав сăмахӗ!

Анастасия Гряшкина: — Пирӗн шкул пысӑк, çутă, илемлӗ. Уйрӑмах мана пире вӗрентекенсем Ольга Петровна, Галина Григорьевна, Елена Петровна, Ирина Алексеевна ҫывӑх. Вӗсем пирӗн шкулта нумай ҫул ӗҫлеҫҫӗ, çаплах, аннене те манăн пӗрремӗш вӗрентекенӗм Галина Григорьевна вӗрентнӗ.

Вӗрентекенӗн ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Урок интереслӗ пултӑр тесе, вӗсен кашни кунах тӗрлӗ заданисемпе хăнăхусем шухӑшласа кӑларма тивет.
Кашни ҫулах октябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче вӗрентекенсем хӑйсен уявне — Вӗрентекен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. 

Ҫак кун ячӗпе эпӗ вӗсене саламласшӑн тата ӳссе ҫитсен, ӑслӑ пулӑп, тесе каласшӑн. Мӗншӗн тесен вӗрентекеншӗн чи пахи вӑл — унӑн вӗренекенӗсем ҫӗршывшӑн кирлӗ ҫынсем пулса тӑни.

Дария ИЛЬБИКИНА:

— Эпӗ хамӑн юратнă чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенне — Галина Васильевна Кудряшована пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ кун — чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ кунсенчен пӗри вăл. Ку вӑл манӑн шкулпа, вӗрентекенпе тата ҫӗнӗ туссемпе паллашнӑ кун пулчӗ — сентябрӗн пӗрремӗшӗ! 
«Сывлӑх сунатӑп сана, эсӗ манӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗм?! Атя класа!» — тесе чӗнчӗ мана вӗрентекен йӑл кулса. Класа кӗрсен эпӗ питӗ савӑнтӑм. Пирӗн пӳлӗм питӗ илемлӗ те тирпейлӗччӗ. Халӗ эпир 4 класра вӗренетпӗр. 
Малтанхи кунсенчех Галина Васильевна пире тӑван чӗлхене, халӑха, тӑван ҫӗршыва, культурӑна юратма тата хаклама вӗрентме пуҫларӗ. Пире пурне те ансат чӗлхепе, сӑмахпа ӑнлантарса панăран, малтанлӑха питӗ йывӑр пулнă темӑсене те хӑвӑрт алла илетӗн.
Литературăпа вулав урокӗсенче вӑл пире чӑваш халӑхӗн наци костюмӗсенчен пӗри пулнă пуҫа тăхăнмаллипе паллаштарчӗ, чӑваш тӗрри ҫинчен каласа пачӗ, ҫавӑн пекех хӑй хатӗрленӗ пуҫа тăхăнмаллисене те илсе килчӗ. Пире чӑваш тӗррисем, сӗтел ҫиттисем, алшӑллисем тӗрлеме вӗрентрӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене инкек-синкекрен сыхлаччăр тесе, эпир преподавательпе пӗрле чун-чӗре ăшшине хушса, «оберегсем» тӗрлесе хатӗрлерӗмӗр, çаплах. 
Вӗрентекенӗмӗр пире хамӑр тӗллевсене çӗнсе илмелле, нихҫан та парӑнмалла мар тесе вӗрентет. Пирӗн класра вӗренекенсем Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова оберег-сыхлакансем тӗрлесе тăвас енӗпе мастер-класс та кӑтартрӗҫ. 
Эпӗ «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе çеç вӗренетӗп. Ку вӑл манӑн вӗрентекенӗн Галина Васильевнан та тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ.

Софья Карабаева:

— Вӗрентекен — пархатарлă, ҫавӑн пекех питӗ кирлӗ професси. Манран санăн юратнӑ вӗрентекен кам тесе ыйтсан, эпӗ тӳрех хама акӑлчан чӗлхине вӗрентекене Елена Геннадьевна Моисеевана — аса илетӗп.
Эпӗ ӑна вӗрентекен пулнăран ҫеҫ мар, сăпайлă ҫын пулнăран та юрататăп, хисеплетӗп. Елена Геннадьевна питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ та сапăр вӗрентекен, хӑйӗн предметне питӗ юратать. Вӑл пире акӑлчан чӗлхине вӗрентес тесе темиçе çухрăмра вырнаçнă Анат Чакă ялӗнчен пирӗн яла килсе çӳрет. Унӑн урокӗсем питӗ интереслӗ иртеҫҫӗ, эпир словарьсен запасне вӗренетпӗр, грамматика хăнăхăвӗсене тӑватпӑр.
Елена Геннадьевна ăшă кăмăллă та тимлӗ, пире ют чӗлхепе вӗрентет пулин те, эпӗ унӑн урокӗсене ҫӑмӑллӑнах ӑнланатӑп тата алла илетӗп. 
Манӑн юратнӑ вӗрентекенӗм яланлӑхах ман асӑмра юлӗ. 

Кристина Карабаева:

— Манӑн юратнӑ вӗрентекенӗм Галина Григорьевна Михайлова. 
Вӑл ӑслӑ та ырă кăмăллă педагог, вăл пире, ачасене, питӗ юратать. Кирлӗ пӗлӳсене кашни вӗренекен патне ҫитерме тӑрӑшса, вӑл урока сапăрлăхпа ӑнлантарса парать. Галина Григорьевнан виҫӗ ача. Пирӗншӗн те — иккӗмӗш анне!
Пирӗн класс шкулта чи тусли пулса шутланать, мӗншӗн тесен вӗрентекенӗмӗр шӑпах ҫавна вӗрентет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев