Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çурхи акана тухрӗç. Ырă сехет тӗлне пултăр!

«Цильна» тата «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăсен ӗҫченӗсем чи малтан çурхи культурăсене акма тухрӗç

 

Районти аграристсем нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе кӗрхи калчасене апатлантарнипе, нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелессипе пӗрлех ҫурхи акана та тухрӗç.

«Цильна» обществӑра чӗкӗнтӗр акассине Рамис Айнуллова шанса панă. Вăл  хăй çӳретекен тракторпа 138 гектар лаптӑкри ана çинче чӗкӗнтӗр культурин вăрлăхӗсене  тăпра ăшне хывать. Рустем Хамдиев вара  ăна пулӑшса тăрать. Рамис Айнуллов обществӑра чи тăрăшуллă механизаторсенчен пӗри. Вăл çӳретекен техника ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Çуркунне хăй акса ӳстернӗ сахӑр чӗкӗнтӗрне кӗркунне кăларса, кагатсене хывас, чӗртавара сахăр завочӗсене ярас ӗçсенче те хастар хутшӑнать. Хуçалăхăн механизаторӗ Фаниль Сулейманов урпа культурине акма пуçланă.

Механизаторсем Камиль Камаловпа Фанис Хайруллин  тракторсемпе ака валли тӑпра хатӗрлеҫҫӗ.

– Ир аксан, тырă ăнса пуласса ĕмĕтленме пулать, теççӗ. Ҫакна шута илсе, нумай ҫул хушши пухăннă опыт ҫине таянса, эпир кӑҫал та уй-хирсенче юр ирӗлсе пӗтнӗ хыҫҫӑнах  тухрӑмӑр. Малтанах сивӗ кунсемпе усӑ курса, нумай ҫул ӳсекен кӗрхи курӑксене апатлантартăмăр. Паян пулас тырпулăн шăпи татса парăнать. Ҫакӑ механизаторсем, специалистсем, килӗштерсе ӗçленипе, ӗçе йӗркелеме пӗлнипе, ака кампанине оптималлӑ сроксенче пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ, – тет обществăн директорӗн ҫумӗ Раис Раимов.

Специалист каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне обществӑра нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарасси, кӗрхи культурӑсене минераллӑ удобренисемпе ӗçе кӗртесси вӗҫленнӗ.

 

Малалла тăсса

Кӑҫал районта 43 пин ытла гектар лаптӑк çинче ҫурхи ака ирттермелле.

Çавăн 27 пин гектартан ытларахăшӗ пӗрчӗллӗ культурăсене тӳрӗ килет, ҫав шутра, 15759 гектар тулӑ, 8049 гектар урпа, 358 гектар сӗлӗ, 1572 гектар пӑрҫа, 100 гектар гек хуратул культурисем. Техника культурисенчен сахӑр чӗкӗнтӗрӗ 1040 гектара, хӗвелҫаврӑнӑш – 7697 гектара, рапс – 4806 гектара, соя 600 гектара тӳрӗ килӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев