Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çуркунне те çывхарса килет

Ҫӗпрелӗн фермерӗсемпе уйрăм хуçалăхсен ертӳҫисем иртнӗ çула пӗтӗмлетрӗç, уй-хир ӗçӗсем енӗпе умра тăракан ӗçсене палăртрӗç

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн ларусен залӗнче агрономи канашлӑвӗ пулса иртрӗ. Унта 2022 ҫулхи кăтартусене пӑхса тухрӗç, 2023 ҫул валли задачӑсем палăртрӗç.

Канашлу ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсен ассоциацийӗн ертӳçи Равиль Бикчуров, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем хутшӑнчӗç.

2022 ҫулта районта 107 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ, пӗр гектартан тухăç вӑтамран 36,7 центнера тӳрӗ килет, сахӑр чӗкӗнтӗрӗнчен 118 пин тонна тухăç илнӗ (кашни гектартан вӑтамран 331 центнер тухӑҫ тухнă). Ҫакӑн пек даннӑйсем Талгат Халитовăн «Уй-хир отраслӗ енӗпе 2022 ҫулхи пӗтӗмлетӳсем тата 2023 ҫул валли задачӑсем» текен докладӗнчен паллă пулчӗç.

– Выльӑх-чӗрлӗхе ӑнӑҫлӑн хӗл каҫма ҫителӗклӗ шайра – пурӗ 25,8 пин тонна апат единици хатӗрленӗ, урӑхла каласан, пӗр условнăй выльăх валли вăтамран 38,5 центнер апат единици тӳрӗ килет, – тесе сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл.

Районти агро-управленийӗн пуҫлӑхӗ минераллӑ удобренисем илес енӗпе ыйтусене те хускатрӗ, йӳҫӗ тӑпрана ӗçе кӗртес – извеçлес тӗлӗшпе пусăм турӗ, çакă тухӑҫлӑха ӳстернӗ çӗрте мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа пачӗ. Докладра республикӑн тӗрлӗ Грант программисем çинчен те сăмах пулчӗ. Талгат Халитов ял ҫыннисене ҫакӑн пек программӑсене хутшӑнса, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне тата анлӑрах сарса яма май пурри ҫинчен ӑнлантарчӗ пачӗ.

– Паянах уй-хир ӗҫӗсенче хутшăнакан техникăна, агрегатсене, акмалли материала пахалӑхлӑн хатӗрлемелле тата ака компанийӗ йӗркеллӗн ирттӗр тесе тӑрӑшмалла, – терӗ агроуправленийӗн ертӳҫи.

Районти фермерсемпе хресченсен ассоциацийӗн ертӳçи Равиль Бикчуров хăйӗн докладне районти хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ӗҫ-хӗлне тишкерсе тухассине анализ тăвассинчен пуçларӗ.

Канашлу вӑхӑтӗнче районти «Россельхозцентр» уйрăмӗн пуçлăхӗ Исламетдин Низамов вӑрлӑхсемпе кӗрхи культурӑсен шайӗ ҫинчен, агроуправлени специалисчӗ Виктор Хрисанов программӑсем (субсидисем), ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем пани ҫинчен каласа иртрӗç. Ҫавӑн пекех хӑнасем –  «Рацин», «Агротрак» тата «Россельхозбанк» представителӗсем тухса калаçнине те итлерӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров агрономи канашлăвне пӗтӗмлетрӗ: Вăл ял ӗҫченӗшӗн ҫулсем нихҫан та ҫӑмӑл пулманнине, ялта акмалла, пухмалла, ҫапла майпа çӗршыв пӳлмисене туллилентерессине тивӗçтерме кирлине палăртрӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев