Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

​​​​​​​Çурхи ака вӗҫленсе пырать

Ҫӗпрелӗн ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторӗсем юлашки культурӑсене уй-хирте акма пуçăннӑ. Районта пӗтӗм ака ирттермелли лаптӑксен 90 процентӗнче ӗҫ пурнăçланă. «Цилна», «Низамов А.А.», «Бикчуров Р. А», «Гафуров Д.А» тата "Махмутов И. Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем районта пӗрремӗшӗсенчен пулса вӗҫлерӗç.

– Кӑҫал районта пӗрчӗллӗ культурăсем 28,4 пин гектар лаптăка йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен 15,2 пин гектарӗ – ҫурхи тулӑ. Урпана вунӑ пине яхӑн гектар çинче  акнӑ. Сахӑр кӑшманӗн вӑрлӑхне 2600 гектар ҫинче вырнаҫтарнӑ. Кӗрхи культурӑсем, пӗтӗмӗшле илсен, лайӑх хӗл каçнă. Ҫапах та Ҫӗнӗ Упи филиалӗнче 145 гектар çинчи кӗрхи тулă лаптăкне пăсса, акма тиврӗ, – тет Ҫӗпрел районӗнчи ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен нумайӑшӗ культурăсене сӑтӑрҫӑсенчен, хурт-кăпшанкăсенчен тата чир-чирсенчен сыхлас тӗллевпе калчасене химикатсемпе ӗçе кӗртме тытӑннӑ. Паянхи кун тӗлне вунӑ пин ытла уй-хир ҫакӑн пек «сиплев» илнӗ.

Выльăх-чӗрлӗх валли кӑҫал тӑватӑ пин ытла хутăш апат акнӑ. Вӗсем вара лайӑх шăтса тухнă. Кӗҫех, июнь пуҫламӑшӗнче, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче утă çи пуҫланӗ.

– Майӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑх министерствин представителӗсем хутшӑннипе выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникăна тишкерӳ ирттерӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсене хӑвӑртрах юсамалла тата рете кӗртмелле, – тет агроуправленийӗн механизаци уйрăмӗн специалисчӗ Ильдар Камалов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев