Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чун ăшшине хӗрхенер мар!

«Эпир пурте – ҫынсем! Хамăрăн ыйтӑвăмăрсемпе, кӑмӑл-туйӑмсемпе...» текен сăввине каласа пачӗ Лейла Миначева инвалидсен декади вăхăтӗнче йӗркеленӗ мероприятире Эпир – пӗрле!

1993 ҫултанпа декабрӗн 3-мӗшӗнче инвалидсен Пӗтӗм тӗнчери кунне палӑртса ирттересси йăлана кӗчӗ. Ҫак декадăра обществӑна вӗсем ҫине ялан тимлӗх, социаллӑ хӳтлӗх уйӑрмалли ҫинчен аса илтерет.

Инвалидсем ҫинчен эпир час-часах сывлăх енчен хевтесӗр ҫынсем, тетпӗр. Анчах вӗсем хушшинче, хускану мелӗсем чикӗленнӗ пулсан та, ăс-хакăл, чун хавалӗн ҫирӗплӗхӗ, сывă çынсеннисемпе танлаштарсан та, ытларах пулнисем пур. Спорт, культура енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑ пирӗн район çыннисем те сахал мар. Кун ҫинчен уявра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та каласа иртрӗ.

– Пиртен кашниех сирӗнтен тӗслӗх илесси ҫеҫ юлать. Кун-ҫул панӑ шăпа йывӑрлӑхӗсем урлӑ эсир хӑвӑрта тӗрлӗ пултарулӑх, талант уҫатӑр, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑватӑр. Паянхи фестиваль те шӑпах ҫавӑн пек ачасене пухрӗ. Вăл сире тата та çӗнӗ енчен палăрма пулăштăр. Малашне те сирӗн кашни кунăр, ҫӗнӗ асаилӳсемпе тулли пултăр, – терӗ вӑл.

Районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан управленийӗн начальникӗ Зульфия Юсупова та ырă сунăмсем каларӗ, ачасене ырă туссем, шанчӑклӑ юлташсем тата яланах çумӗсенче хӑйсене юратакан ашшӗ-амӑшӗсем пулма сунчӗ.

Чӑнах та, уяв ҫӗнӗ талантсене уҫрӗ. Ачасем вӑйӑ вылярӗç, юмах тупсӑмӗсене тупрӗç çеç мар, хӑйсем те сцена ҫине хӑпарачӗç, юрӑсем юрларӗç, сӑвӑсем каласа пачӗç. Паллах, вӗсен юрри-сăввисем пурте чи хаклӑ ҫыннисене – амӑшӗсене халалланӑччӗ.

Уява ачасене тӗрлӗ ялсенчен чӗннӗччӗ. Аслă Аксуран Ольгӑпа Сергей Искендеровсем ывӑлӗпе Петрпа килнӗччӗ. Петр 5 ҫулта. Хутшăнакансем хушшинче чи пӗчӗкки, чи ҫамрăкки пулчӗ пулин те, вăл именсе тăмарӗ. Сцена ҫине хӑпарса, сӑвӑ каларӗ. Кивӗ Çӗпрел ялӗнчен вара Лейла Миначева хăйӗн сăввинче «Эпир  пурте – ҫынсем! Хамăрăн ыйтӑвăмăрсемпе, кӑмӑл-туйӑмсемпе... Атьӑр, пӗр-пӗринпе тимлӗрех пулса пурӑнар, ӑшшăмăра хӗрхенер мар», – тесе каларӗ.

Уяв тӑршшӗпех ачасене Юрлӑ барспа юмахри Упа йӑпатрӗҫ. Чи активлисем, паллах, парнесемпе Дипломсене тивӗçлӗ пулчӗç. Хутшăнакансене пурне те ҫитес ҫулăн символне – Мулкач (çемçе тетте) , район пуҫлӑхӗнчен Çӗнӗ ҫулăн юмахри Бал-маскарадне килме йыхрав билечӗ пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев