Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çулталăкăн пӗрремӗш пепки Бахтиевсен хӗрӗ — 2024 ҫулта районта ҫуралнӑ пӗрремӗш ача

Кун пулăмӗ

Тутар Паснапуç ялӗнче пурăнакан Ирекпе Фания Бахтиевсен виҫҫӗмӗш ачи ҫуралчӗ. 2003 ҫулта çуралнă Люзияпа 2007 ҫулта çуралнă Разиля йăмăклă пулчӗç. Ашшӗпе амӑшӗ 3,250 килограмлă пепкене Залия тесе ят панӑ.

Амӑшӗпе пӗчӗккине ҫак кунсенче районти тӗп больницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнчен кӑларчӗҫ. Вӗсене илме Залиян ашшӗ, акăшӗсем, асламӑшӗ, кукамăшӗпе кукашшӗ, тӑванӗсем килчӗҫ. 

Ача ҫуралнӑ ятпа Бахтиевсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалтдинов, медицина ӗҫченӗсем саламларӗҫ. Вӗсем ырӑ сунса, ача ҫуралнине çирӗплетекен свидетельство, асӑнмалӑх парнесем пачӗç.
Бахтиевсем 2003 ҫулта мӑшӑрланнӑ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Ирек «Рассвет-Агро» обществӑра ӗçлет, Фаниян ӗҫ вырӑнӗ — шкул.

Фанияпа Ирек — иккӗшӗ те нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. 

— Эпир ҫемьере — виççӗн, ман мăшăрăм тӑватă ачаллă çемьере ӳснӗ. Пирӗн хӗрӗмӗрсем ҫитӗнсе ҫитсен, ҫемьере хӗрӗмӗр Залия ҫуралчӗ, эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Турра тав туса пурӑнатпӑр, выльӑх-чӗрлӗх нумай усратпӑр. Хӗрӗмсем, хуняма, аттепе анне пулӑшаҫҫӗ. Эпир хамӑр тӑвансемпе те туслӑ. Эпир телейлӗ! — тесе савӑнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ Залиян амăшӗ.

Малалла
Районти ЗАГС пайӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, 2023 ҫулта районта 115 ача ҫуралнӑ. Марс ял тӑрӑхӗнче паянхи кун тӗлне 5 ача ҫут тӗнчене килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев