Çул-йӗр-транспорт инкекӗ: Мӗншӗн? Сăлтавӗ мӗнре?
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн анлӑлатнă ларӑвӗнче çивӗч калаҫу пулчӗ
Ларӑва Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе районти комиссийӗн ертӳçи Данис Сатдинов илсе пычӗ.
Мероприятире, ҫавӑн пекех, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Артем Абрамов, район прокурорӗн пулăшаканӗ Владислав Раков, ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн» Пӑвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем тата комисси составӗ хутшӑнчӗҫ.
Ларăвăн кун йӗркинче Ҫӗпрел районӗнчи ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессине пырса тивекен ултӑ ыйтăва пӑхса тухрӗҫ.
Ӗç тăвакан комите-тăн ертӳçи, çул-йӗр хăруш-сăрлăхне тивӗç-терес енӗпе районти комис-сийӗн ертӳçи Данис Сатдинов
юлашки кунсенче районти ҫулсем ҫинче инкеклӗ лару-тăрусем йышлăланнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Ҫавна май комиссие тивӗҫлӗ решенисем йышӑнмаллине тата пӑхса тухма сӗнӳсем кӗртмеллине аса илтерчӗ.
Комисси ертӳçи çул-йӗр-транспорт аварийӗсем пулнă вырӑна ятарлă службӑсен ӗçченӗсем тивӗçлӗ вӑхӑтра килсе ҫитес ыйту уйрӑмах ҫивӗч пулни çинчен каларӗ.
–Çул-йӗр-транспорт аварийӗсене лекнӗ граждансен пурнӑҫне çеккунтсем, минутсем татса параççӗ. Ҫавӑнпа та тивӗҫлӗ службӑсен ӗçченӗсем хăвăрт хушăра килсе ҫитни паха условисенчен пӗри пулса тăрать. Кунсӑр пуҫне, ял тăрăхӗсенче ҫул паллисене тата ҫул ҫинчи тикӗс мар вырӑнсене сулăм шучӗпе вырнаҫтарма майсем пулма пултарнине те пӑхса хӑвармалла. Ҫапла майпа вара ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсенчен хӑтӑлма пулать, – терӗ вăл.
Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗн-чи уйрăмӗн началь-никӗ Артем Абрамов
автомобиль ҫулӗсем ҫинчи килсе тухнă аварисене тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе тулли анализ турӗ.
– Сентябрӗн 20-мӗшӗ тӗлне пулнă даннăсем енӗпе районта çул-йӗр-транспорт инкекӗсем нумайланни палӑрать. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта ҫул ҫинчи 6 çул-йӗр-транспорт инкекӗ палăрнă пулсан, кӑҫал – 7. Çав вăхăтра, унта вилекенсен шучӗ чакрӗ. Кӑҫал тӑватӑ ҫыннăн пурнăçӗ татăлнă пулсан, пӗлтӗр – пиллӗкччӗ. Çул-йӗр-тарнспорт аварийӗсенче инкек курнисен шучӗ ҫав шайрах – 6 ҫын. Республикӑра, çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче (45 районтан 23-шӗнче) вилекенсен шучӗ ӳсни палӑрать. Районти çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилнисенчен нумайӑшӗ юнкун (виҫӗ ҫын вилнӗ) вилчӗç. Ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен тӗсӗсем: çапăнни, çаврăнса хупланни, ҫул аяккине анса кайни.
Инкеклӗ пулăмсем
Август уйӑхӗнче Кивӗ Ҫӗпрел – Тутар Шатăршан автомобиль çулӗн 21 километрӗнче пулнă ҫул-йӗр-транспорт аварийӗнче водитель машинăпа çӳрес хăвăртлăха сыхласа ӗлкӗреймест, çул аяккине анса кайнăран икӗ пассажир хӗрарăм вилет. Водителе хӑйне йывӑр шайра больницӑна ăсатаççӗ. Вӗсенчен пӗри те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхăнманни палӑрнă. Çаврӑнса хупланнине пула, Кивӗ Шемӗршел ҫулӗ ҫинче пулнă инкекре те, хӗрарăм водителӗн пурнăçӗ татăлчӗ. Çакăн пек тӗслӗхсене кӑҫал, тата иртнӗ ҫулсенче пулса иртнӗ ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсенчен илсе кӑтартма пулать. Питӗ шел, водительсем çакăн çинчен, юнашар ларса пыракан пассажирсем, килтисем çинчен шухӑшламаҫҫӗ.
– ГИБДД ӗçченӗсем тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ, асӑрхаттарусем тӑваҫҫӗ, водитель прависемсӗр тăрса юлнă тӗслӗхсем питӗ нумай. Сӑмахран, хăрушсăрлăх пиҫиххийӗсене ҫыхăнманнисен шучӗ шучӗ кӑҫал 639а ҫитнӗ, иртнӗ çул ҫак тапхӑрта 564 тӗслӗх палăрнă пулнă. Шӑпах ҫак хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усӑ курманнине пула, кăçал ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсенче 4 ҫын вилчӗ, 1 çын сиен курчӗ, – тет Артем Абрамов.
Ӳсӗр водительсем
Ӳсӗр водительсемпе лару-тӑру та питӗ пӑшӑрхантарать. ГИБДД ӗçченӗсем тăхăр уйăхра транспорт хатӗрне çӳретекен 54 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Çавсенчен 8шӗ каллех руль умне ӳсӗр пуçпа (!) ларнă. Ҫакӑн пек явапсăрлăха ниепле те ӑнлантарса пама ҫук. Руль умне ӳсӗр пуçпа ларнă водитель – вăл преступник.
– Ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене, чӗнсе каласа, ялта кам тата мӗнле пурӑннине вӗсем лайӑх пӗлнӗрен, ӗçсе ӳсӗрӗлсе машина рулӗ умне ларакансем çинчен пӗлтерме ыйтатăп. Хыпар пӗлтерекен инкеке сирсе яма, ҫывӑх ҫыннисене, кӳршисене, тусӗсене тата ытти ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварма пултарать, – терӗ шалти ӗçсен начальникӗ.
Асӑрхаттаракан баннерсене ҫулсем ҫинче вырнаҫтарас енӗпе те сӗнӳ кӗртрӗ вăл.
Иртнӗ ҫулсене тишкерсе тухни, тӑваттӑмӗш кварталта, урӑхла каласан, кӗрхи-хӗллехи тапхӑрта ҫуран ҫӳрекенсене çаптарса хăварнă тӗслӗхсем нумайланнине те кӑтартать. Кун хӑвӑрт иртет, питӗ ир тӗттӗмлеме пуҫлать, кунсем пӗлӗтлӗ, ҫуран ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗн ҫутта тавăракан элементсем ҫук. Уйрӑммӑнах ку енӗпе ӗçе активлатмалла: шкулсенче ӑнлантармалла, ашшӗ-амӑшӗсен ачисен тумтирӗ çинче ҫавӑн пек элементсем пуррине контрольте тытса тăмалла, терӗç.
Лару вӑхӑтӗнче районти çутӗç пайӗн начальникӗн Ильсур Халитовăн, «Данадис» обществăн директорӗн çумӗн Ильнур Исхаковăн, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» Пӑвари уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗн Лилия Вахитован доклачӗсене итлерӗҫ. Вӗсем тухса калаçнинче ытларах, ачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх профилактика мероприятийӗсем ирттересси пирки пулчӗ.
Пӗтӗмлетӳ тунӑ май, Данис Сатдинов кӗркуннепе хӗллехи тапхӑрта ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тӳрремӗнех витӗм кӳрекен мерӑсене çирӗплетмеллине палӑртрӗ. Çаксем: ҫулсемпе ҫул паллисене кӗрхи тапхӑрта – пылчӑкран, хӗллехи вӑхӑтра – юртан тата пăрлакран тасатассине контрольте тытни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев