Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗршывăмăра сыхлама кайрӗç

Тата тӑхӑр каччӑ ҫар ретне службăна кайрӗç

Нумаях пулмасть, йӗркеленнӗ илемлӗ йăлапа, каччăсене Петр Дементьев ячӗллӗ паркран чаплăн ӑсатса ячӗҫ.

Унта ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсем, тӑванӗсем пухӑннӑччӗ. Пулас салтаксене ӑшӑ сунăмсемпе, такăр çул сунса, пиллесе район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, «Форпост» организаци, чикӗри ҫар ветеранӗсен обществăлла организацийӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов тухса калаçрӗç.

Призывниксенчен нумайӑшӗ районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. 

— Ҫар шкулне иртесси — кашни арҫыннăн тивӗçӗ. Эпир ывӑлăмăр Искандер пирӗн пите хӗретмӗ, чыслӑн служить туса таврăнӗ, тесе шанатпӑр. Техникумра вӗренчӗ. Эпӗ хам та ҫарта пулнӑ çын, Камчаткăра, тинӗс флотӗнче ҫар службине иртрӗм, — тет Аслă Чăнлă ялӗнчи Фагим Шамсутдинов.

Хулаçырми ялӗнчен Александра Мендеева ӗлӗкхи йăлапа тусӗсем, купӑс каласа юрласа, салтака ăсатса яма килчӗç. Вӗсен хушшинче Александрăн савнă хӗрӗ Яна та пурччӗ. 

— Александра кӗтетӗп. Май килнӗ таран калаçса тăрăпăр, — тет вӑл.

Темиҫе ҫул каялла Узбекистанран Кивӗ Ҫӗпрел ялне таврӑнса тӗпленнӗ Бикмухаммедовсем те ывăлне Рамиле ҫар службине ăсатрӗç.

— Эпир хамӑр ывӑла лайӑх служить тума сунатпăр. Ырă-сывă пулччӑр. Кашнийӗн ачи, пирӗншӗн, ашшӗ-амӑшӗшӗн мӑнаҫлăх пултăр, — тет ашшӗ Забир Бикмухаммедов.

Çар службине каякан район çыннисен ку ушкăнӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Рамиль Бикмухаммедов, Çӗнӗ Шăхаль ялӗнчен Константин Калмыков, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Леонид Мадуров, Хулаçырми ялӗнчен Александр Мендеев, тутар Паснапуç ялӗнчен Энис Нуртдинов, Кивӗ Упи ялӗнчен Максим Тимофеев, Матак ялӗнчен Данил Сурский, Чăваш Паснапуç ялӗнчен Анатолий Фомин, Аслă Чăнлă ялӗнчен Искандер Шамсутдинов пурччӗ (ӳкерчӗкре).

Справка

Паянхи кун РФ Хӗçпăшаллă вăйсен ретӗнче Ҫӗпрел районӗнчен 80 каччă служить тăвать. 2023 ҫулăн кӗрхи призыв тапхӑрӗнче ҫар службине 41 каччă кайрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев