Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗр çул! Эсир çакна чăннипех те тивӗçлӗ!

Ӗçӗсемпе хисеплӗ пулнă, çӗршывăн пӗр пӗтӗмлӗхӗшӗн, Çӗнтерӳшӗн тăрăшса ӗçленисем манăçăнмаççӗ. Вӗсене тӗрлӗ датăсемпе саламласси малалла тăсăлать

Сания Алимова çак тӗнчере нумай та мар, сахал та мар – пӗр ӗмӗр пурăнать
Çӗр çул.   Нумай-и, сахал-и? Хăш-пӗрисемшӗн ҫак вӑхӑт вăрăм пӗртапхăр пулсан, хăшӗсемшӗн вара пурнӑҫӑн пӗр пайӗ ҫеҫ.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Сания Алимовашăн та ку ҫапла пулса тӑрать. 100 çулта пулнине пăхмасăр, Сания Хаертдиновна паян та хӑйӗн пурнӑҫӗпе, пурӑнас туртӑмӗпе районта пурӑнакансемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать.

Вӑрӑм ӗмӗрлӗ  район çынни Анат Хураката ялӗнче ҫут тӗнчене килет. Ҫемьере пилӗк ача, вӗсенчен кашниех мӗн пӗчӗкрен ӗҫчен пулма вӗренсе ӳсет. Йывӑр ҫулсем пулнине пӑхмасӑр, Сания аппа Марс вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗçлет.  Ӗҫ çулне вăл 1939 ҫулта, «Юлдуз» колхозра пуҫласа ярать. Ҫак ҫулсенче ялта сысна ферми пысӑк пулнӑ. Хӗлле ҫамрӑк хӗрсен вăхăчӗ ытларах фермӑра иртет, ҫулла вӗсем вӑрман хатӗрлеме хутшӑнаççӗ.

Хӗрӗн ҫамрӑклӑхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçă çулӗсене тӳрӗ килет. Ҫирӗп сывлӑхлӑ хӗрсене, арҫынсемпе танах, окоп чавма та, кирпӗч заводне те ӗçе яраççӗ, пӗтӗмлетсе каласан, Сания аппа та ӗç аллисем ăçта кирлӗ, çавăнта ӗçлет. Вăрçă чарăнсан, хӗр Тутар Паснапуç ялӗнче пилӗк ачипи тӑлӑха тăрса юлнӑ вӑрҫӑ ветеранне Зартин Алимова качча тухать. Тӑватӑ арҫын ача тата пӗр хӗрача, ачасенчен чи асли ун чухне  – 13, чи кӗҫӗнни – 4 ҫулта пулнă. Санияпа Зартдин Алимовсен тата пӗрлехи виҫӗ хӗр çут тӗнчене килет. Вӗсем сакӑр ачине те çӗршыва тивӗҫлӗ ҫынсем пулма пӑхса ӳстереççӗ, пӗлӳ илме пулăшаççӗ.

Хальхи вăхăтра Сания аппа хӗрӗ Флера тата кӗрӳшӗ Джавдет патӗнче пурӑнать. Унăн мăшăрӗ 2004 ҫулта вилнӗ. Юбиляр йăх-несӗле тăсакансемпе пуян: унăн 18 мӑнук тата 15 кӗçӗн мӑнук пур.

Пысăк юбилейпе ялăн хисеплӗ çыннине саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, çавӑн пекех, Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн представителӗсем килнӗччӗ.  Кунсӑр пуҫне, Сания аппа çумӗнче ачисемпе мӑнукӗсем те пулчӗç. Ҫӗр ҫулхи уяв ячӗпе ăна ăшшăн саламларӗç.

– Сания аппа – пирӗн районăн илемӗ. Унӑн пурнӑҫӗ – чӑннипех те пысӑк истори. Вӑрҫӑ нуши-терчӗ те, выҫлӑхӗ, тӗрлӗ йывăрлăхсем те нумай пулнӑ. Ҫӗршыва ура çине тăратас ӗҫре питӗ пысӑк ӗҫсем тума тӳрӗ килнӗ. Сире малашне те ачӑрсемпе мӑнукӑрсен, кӗçӗн мӑнукӑрсен тимлӗхне туйса, малашне те сывлӑхпа пурăнмалла пултăрччӗ, – терӗ Марат Ринатович, ӗҫӗсемшӗн ăна тав туса.

Район пуҫлӑхӗ Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн, Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн тата хăй ятӗнчен саламларӗ, парнесемпе чечексем пачӗ, çавӑн пекех,  çывхарса килекен Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламласа, парне пачӗ.

Сания аппа, 100 ҫулта пулсан та, çӗкленӳллӗ кăмăллă.  Хăйне пăхакан ачисене тав туса, вӗсемшӗн кӗл тăвать. Сания аппан 93 çулти шăллӗ Анат Хураката ялӗнче пурăнать.

Справка

Ҫӗпрел районӗнче пӗр ӗмӗр урлă каçнă икӗ хӗрарӑм пур. Чи асли Упи ялӗнче пурӑнать, вӑл 104 ҫулта.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев