Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗр ӗҫченӗсем тыр çи ӗçӗсенче

Районта вырса-пухас ӗçсем тулли хăватпа пыраççӗ

Районти ҫӗр ӗҫченӗсем умӗнче кӑҫал 33 578 гектарти пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кӗртес тивӗç тӑрать.

Ҫу кунӗн чи хӗрӳ те яваплӑ вӑхӑчӗ — районта хуҫалӑхсенчи тыр çи ӗçӗсем пыраççӗ. Ҫулталӑкăн тухăçне пухса кӗртме обществӑсемпе пӗрле хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем те пуçăнчӗç.

Иртнӗ ҫулсенче тыр çи июлӗн юлашки кунӗсенче пуҫланнӑ пулсан, кӑҫал кӗрхи культурӑсен тухăçне паккусене хывма иртерех пуçӑнчӗç. Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, кунта сăлтавӗ ҫанталӑк пулса тӑрать.

Малтанхи номерсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗпрел Рассвет Агро» общество районта чи малтан тырпул пухса кӗртме тытӑнчӗ. 

Обществăн директорӗн çумӗ Алексей Храмов палӑртнӑ тӑрӑх, Çӗнӗ Йӗлмел, Чӑваш Çӗпрел, Чӑваш Паснапуç, Матак тата Упи ялӗсен ҫывӑхӗнчи уй-хирсенче тулă культурине акнӑ. 

— Пӗтӗмӗшле, обществӑра тулӑ 5765 гектар лаптӑка йышăнать, пӗрчӗллӗ культурăсене мӗнпурӗ 11 пин гектар лаптӑк çинче акнӑччӗ, — тет Алексей Храмов. Техника культурисенчен кунта хӗвелҫаврӑнӑш, соя та акса ӳстереççӗ. 180 гектар лаптӑкри рапс культурине вырса-çапса илнӗ.

Обществӑра пур ӗҫ те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса пырать: тырпул пухса кӗртнӗ хыҫҫӑнах уй-хире тракторсем тухаҫҫӗ, тăпрана ӗçе кӗртеççӗ. Сӑмахран, «К-742» маркӑллӑ тракторсемпе Николай Архиповпа Радиф Садеев çӗртме сухи тăваççӗ.

Паянхи кун тӗлне обществӑра 2688 гектар пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне пухса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 40 центнерпа танлашать.

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен июлӗн 25-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, пӗрчӗллӗ культурăсене 4637 гектар лаптӑкра вырса ҫапнӑ. Тухăç кашни гектартан вӑтамран 36,8 центнера тӳрӗ килет. Районта тыр çи ӗçӗсене 13,8 процент пурнӑҫланӑ.

«Цильна» обществӑра пӗрчӗллӗ культурăсен тухӑҫне 422 гектар лаптӑк çинчен пухса илнӗ. Пӗрчӗллӗ культурăсен тухӑҫӗ гектартан 51,5 центнерпа танлашать. Ку районти хуҫалӑхсенчи чи пысӑк кӑтарту. «АгроТрансПорт» обществӑра вара пӗрчӗллӗ культурăсен вăтам тухăçӗ — гектартан 25,8 центнера тӳрӗ килет. Хресчен-фермер хуçалăхӗсен хушшинче паянхи кун чи пысӑк тухӑҫ «Р. А. Бикчуров» хуҫалӑхсенче (кашни гектартан тухӑҫ 35,0 центнера тӳрӗ килет) тата «И. Ф. Махмутов» хуçалăхӗнче (25,0 ц / г).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев