Çӗпрелӗнче кӗр кӗрлерӗ Сабантуй-Акатуй
Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине, ӗçре малта пыракансене парнелессине сабантуйсемпе палăртса ирттерчӗ Кивӗ Çӗпрел. Кивӗ Çӗпрелӗнче, Кӗçӗн Чăнлăра пулнă Сабантуй, Çӗнӗ Упири Акатуй 15 пин хăнана хăй
Çурхи акана вӗçлесе, Сабантуй-Акатуйсене кӗтсе илесси – мӗн ӗлӗкрен пысăк пулăм пулнă тата ăна уявлама хатӗрленӳ ӗçӗсене малтанах илсе пынӑ. Пирӗн районта та районти, Кӗçӗн Чăнлă ялӗсен Культура çурчӗн ӗҫченӗсем уяв умӗн ялсем тăрăх парнесем пухса çӳрерӗç. Ташласа-юрласа, наци тумӗсем тăхăнса лаша урапи çинче ларнă ӗçченсене кашни çуртра кӗтсе илчӗç.
Сабантуй уявӗ вара пӗлтӗрхинчен тата та илемлӗрех, представленисемпе пуян пулнипе асра юлчӗ. Ҫутҫанталӑк та хӑйӗн хӗвеллӗ кунӗпе ырларӗ пек. Пӗлтӗр пандемие пула иртмесӗр юлнипе-ши, кăçал уяв тӗл пулăва чăтăмсăррăн кӗтнӗ тӑвансене, туссене, пӗрле вӗренекене хăй ытамне тата та ытларах йышăнчӗ.
Йăла-йӗркесене сыхласа, Сабантуй лаптăкне тухнă Ҫӗпрелӗн икӗ наци представителӗсем: тутарпа чӑвашсен каччисемпе хӗрӗсен кашни хусканăвӗнче нацисен пӗлтерӗшӗ, илем палӑрчӗ, пурăнма вӑй-хăват пачӗ, малашлӑха шанчӑк ҫуратрӗҫ. Районти художество пултарулӑхӗн коллективӗсем, фольклор ансамблӗсем, авалтан юлнă йӑласене кӑтартса, халӑха кăмăллăн канма май пачӗç.
Пысӑк мероприяти пуҫланас умӗн шур сухалсемпе канашлас йӑла пулнӑ. Сабантуй уявӗ те Ринат Хайрутдинов пиллӗх панипе уçăлчӗ.
Уяв ялавне çӗклессине – хисеплӗ саманта пурнӑҫлама районта малта пыракан «Цильна» хуҫалӑх ертӳҫине Барис Гафурова тата пӗлтӗрхи кӗрешӳ паттӑрне Рамиль Айзятуллова çирӗплетрӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Çӗпрел ҫыннисене, килнӗ хӑнасене пурне те уявпа саламласа, тунӑ ҫитӗнӗвӗсене, малашне тумалли ӗçсене палӑртрӗ.
– Сабантуй уявӗ – вăл пӗрремӗш черетре наци туслӑхне кăтартса паракан уяв. Паянхи лаптăка кăна илер, районăмăрта туслӑ пурӑнакан тутар, чӑваш наци представителӗсем пурте кунта пуçтарăннă, выляҫҫӗ, юрлаççӗ, ташлаҫҫӗ. Çапла, вăй хуракансем хисепе тивӗçлӗ. Районта паттӑрсем, малта пыракансем, мăнаçланмалăх ҫынсем нумай. Уяв ячӗпе сире хисеплӗ район ҫыннисем, пӗрле туслă, районăн аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса ӗçлесе пурӑнмалла пултăр, – терӗ вӑл.
Ҫӗпрел Сабантуйне республикăн тӗп хулинчен Хусантан нумай хӑнасем килнӗ: Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ятӗнчен Çӗпрел çыннисене Патшалăх пурлӑхӗн управленийӗ енӗпе Федераци агентствин Тутарстан Республикин тата Ульяновск облаçӗнчи территори управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов тав сӑмахӗ каларӗ.
Лаптăк варрине хир паттăрӗсене, ҫурхи хир ӗçӗсенче малта пыракансенне йыхравларӗç. Вӗсем хыҫҫӑн производствăра малта пыракансене, культура, спорт, вӗренӳ представителӗсене тата ытти отрасль ӗçченӗсене йыхравласа парнелерӗç.
Кӑҫалхи çулта та I степеньлӗ Дипломпа малта пыракан хуçалăха – «Цильна» обществӑна (Барис Гафуров ертӳҫи), II степеньлӗ Дипломпа – «Ак Барс-Çӗпрел» агрофирмăна (директорӗ Владимир Николаева) тата III степеньлӗ Дипломпа «АгроТрансПорт» обществăна (ертӳçи Багаутдинов Фаниса) чысларӗҫ.
Хресчен-фермер хуçалăхӗсем хушшинче: I степеньлӗ Дипломпа «Бикчуров Р. А.» (ертӳҫи Равиль Бикчуров), II степеньлӗ Дипломпа «Махмутов И.Ф.» ячӗллӗ хуçалăх (ертӳҫи Ильмир Махмутов) тата «Низамов А. А.» (ертӳçи Альберт Низамов), III степеньлӗ Дипломпа, «Артемьев В.Н.» (ертӳҫи Виктор Артемьев) тата «Амосов» хуçалăхӗ (ертӳҫи Алексей Амосов) парнеленчӗç.
Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул чыслă ӗҫленӗшӗн пӗр ушкăн Çӗпрел çыннисене патшалăх парнисене, Хисеп грамотисем, Тав çырăвӗсем, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшăн район çыннисене Хисеп Хăми çинче вырăн илес енӗпе Свидетельство, парнесем пачӗç.
Тутар халӑх традицийӗсене тата тутар ҫыравҫисен творчествине пропагандӑланă çӗрте пысӑк пай кӗртнӗ, çыравçă ентешсем хушшинче: медицина наукисен кандидачӗ, Тутарстан Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ, Хусан хулин Думин депутачӗ Рустам Бакиров, ТР Наукӑсен академийӗн Галимзян Ибрагимов ячӗллӗ литературӑпа искусство институчӗн лексикографи уйрăмӗн наука ӗçченӗ, филологи наукисен кандидачӗ, поэтесса Эльвира Сафина, пӗлӳ паракан учрежденисем хушшинче: 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн директорӗ Лилия Насыбуллина, пултарулӑх ӗҫченӗсем хушшинче: районти Культура çурчӗн «Тан» юрăпа ташă ансамблӗн хормейстрӗ Ильназ Гайнутдинов Заки Нури район премине тивӗҫлӗ пулчӗç.
Район культурин аталанăвне пысӑк пай кӗртнӗ ялти Культура çурчӗсен директорӗсене те пысăк парнесем пачӗç.
Сабантуйра спорт ӑмӑртӑвӗсене хӑйне евӗрлӗ йӗркеленӗччӗ. Кире пуканӗ йăтасси, алӑ вăйӗ виçесси, канат туртасси, чӳлмек ватасси, ҫӳллӗ шалча ҫине хӑпарасси пек ăмăртусене куракансем савӑнса пӑхрӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑсенче хутшӑнчӗç, ГТО нормисене пачӗҫ.
Тӗп сцена çинче халăха Хусан хулинчен килнӗ эстрада артисчӗсене, районăмăрăн пултарулӑх артисчӗсене чӗнсе тăчӗç, лаптăкăн пӗр енӗнче кӗрешӳ, тепӗр енче – тӗрлӗ наци вӑййисем пычӗç. Кашниех хăй кăмăллакан ăмăртура вăй виçсе, парнесем илчӗ, теприсем кӗрешекенсемшӗн вăй парса тăчӗç.
Ачасемшӗн те нумай тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑ пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен, асламӑшӗсен тата аслашшӗсен кӗсьйисем «тӳсчӗр» кăна. Таканккасем çинче ярӑнчӗҫ, понисем çине ларса çӳресе, тутлӑ мамӑк, мороженӑй тутанса пӑхрӗç ачасем.
Таврара янӑратса купăс вылярӗ, наци юррисем янӑрарӗҫ. Çӗпрелӗнче пӗрлӗхлӗ, туслă пурăнакан икӗ наци икӗ халӑхӗн – тутарсен, чăвашсен пурнӑҫӗ те юрӑ-ташӑра кӑна мар, лаптăкпа юнашар лартнӑ кил-ҫуртсенче те палӑрса тӑчӗ. Кашни кил-çурт хăнасене вӗрекен сӑмаварпа, чей-сахӑрпа, ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа хăй патне чӗнсе тăчӗ. Кунта тутарсемпе чӑвашсен авалхи ремеслисемпе паллашма май пулнӑ: ал арманӗ ӗҫленине, мунчала тата хурӑн милӗксем тунине курма май пулчӗ.
Районти библиотекарьсем те çултан-çул хӑйсен программисене ҫӗнетсе тăраҫҫӗ.
Кăçалхи уявра вӗсем дисба тумалли вăрттăнлăхсене тата ытти нумай наци йӑли-йӗркисене сӗнчӗç. «Ак калфак» организацийӗн районти ертӳҫи Гульфия Яфизова вӗсен кашнийӗн историйӗпе хăнасене паллаштарса тăчӗ.
Сабантуйӑн чи интереслӗ, хăй патне халăха пухакан курăну – кӗрешӳ. Абсолютлӑ паттӑр ята кăçал та Кӗçӗн Чăнлăран Рамиль Айзятуллов тивӗçлӗ пулчӗ.
Лашасен чупăвӗ те – уявăн уйрăмах пӗр илемлӗ саманчӗ. Унта ҫулсеренех кӳршӗри районсенчен, хамăрăн юланутҫӑсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫил пек вичкӗн юланутçăсем хыҫҫӑн пăхса та ӗлкӗрейместӗн. Те ҫулӗ палланӑ, элле ыттисенчен «спортивнăйрах» – малтанхи вырăна Кивӗ Çӗпрелӗнчи Ирек Мушараповăн лаши тухрӗ.
Кашниех савӑнма пултартӑр тесе уява çапла ăмсанмалăх ирттерни – ялсене чыслани, нацие, историе палăртни.
Сабантуй вӗт çынсене пӗр-пӗринпе тӗл пултарнипе кăна мар, тата пӗр çулталăка çитмелӗх вӑй та хушать, ăс-тăн енчен пуянлатать. Сабантуй татах та пултăр, тесе саланчӗ халăх уявран.
Фасахать Хусаинова, Кивӗ Ҫӗпрел:
– Эпӗ ачаранпах Сабантуй уявӗнчен юлни çук. Акӑ кӑҫал та, 90-ран иртнӗ пулин те, йыхравланăран тухма шут тытрӑм. Уяв вӗт. Халӑхӑмăрăн ҫулталӑкӗпех кӗтнӗ уяв вăл! Хам килте пулсан та, пӗлетӗп, чун-чӗремпе кунта пулăттăм. Питӗ илемлӗ хатӗрленӗ, парнесем те пуян. Çӗршывăмăр тăнăç пултӑр, сӗтелсем пуян пулччӑр!
Чун-чӗрере – хӗрӳлӗх, алăсенче вӑй пулнă чух
Массреслинг (йӗтӗр туртасси) енӗпе 80 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнчи арçынсем хушшинче Альфред Хасанов – I, Раиль Бакиров – II, Динар Бакиров – III вырӑнсене йышӑнчӗç. 80 килограмран ытларах виçе йывăрăшӗнче Раиль Айметдинов – I, Виктор Тягусев – II, Ильгиз Сафиуллов – III вырӑнсене çӗнсе илчӗç.
Массрестлинг енӗпе хӗрарăмсем хушшинче Энже Измаилова – I, Миляуша Хайретдинова – II, Эльвина Валеева – III вырӑнсене тухрӗç.
Чалăш юпа вӗçне çити Роман Сироткин кăна çитме пултарчӗ.
Кире пуканӗ йăтас енӗпе Марс Алимовпа, Ильнур Нигматуллинпа, Денис Ловковпа танлашакансем пулмарӗç. Этемлӗхӗн черчен пайӗ хушшинче çак спорт тӗсӗ енӗпе вӑйлӑраххисем пулса Фануюа Алиева, Елена Кузнецова, Гузалия Ловкова палăрчӗç.
Канат туртас енӗпе Фарит Камкаев – I, Ильнур Нигматуллин – II, Марат Аббазов – III вырӑнсене йышӑнчӗç.
Футбол енӗпе малти вырăна Чӑваш Ҫӗпрел команди алран вӗçертмерӗ, Çӗнӗ Йӗлмел команди – II, Кивӗ Ҫӗпрел команди III вырăна çӗнсе илчӗç.
Лаша пек вӑйлӑ йӗкӗтсем те пур. Тырӑ миххисем тиенӗ урапана «эх» тесе каламасăрах туртаҫҫӗ вӗсем. Динар Бакирова, Ильнар Шарипова, Айрат Хаярова нумайăшӗ вăй парса тăчӗ. Ҫавӑнпа I, II, III вырăнсене йышӑнчӗç те ӗнтӗ вӗсем.
Пӗр енче волейбол ӑмӑртăвӗ те кӗрлерӗ. Унта Ҫӗпрел команди I вырӑна, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкул команди – II, Чăваш Паснапуç команди III вырăна çӗнсе илчӗ.
Армрейстлинг (алă вăйӗ виçес) енӗпе ăмăртусем тӗрлӗ виҫе категорийӗнче иртрӗç. 80 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче пулнă арҫынсем хушшинче Марат Хаяров – I, Ильгам Якупов – II, Альфред Хасанов III вырăнсене çӗнсе илчӗç. 80 килограмран йывăртараххисем хушшинче чи вăйлисем Адель Мингазов, Ильнур Фахретдинов, Раиль Айметдинов пулса палăрчӗç. Спортăн çак тӗсӗ енӗпе хӗрарӑмсем те вăй виçрӗç. Рамиля Камалова, Рузиля Камкаева, Елена Нуртдинова çавăн пеккисенчен. Тата вӗсен аллисене çӗнме пултаракан çынсем те тупӑнмарӗç.
Кӗрешӳ. Паллах, наци кӗрешӗвӗ – Сабантуй илемӗ. Унта 45 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче Адель Шакуров (Кӗҫӗн Чăнлă) – I вырӑн, Динар Мифтахутдинов (Кивӗ Кахăрлă) – II вырӑн, Анатолий Фомин (техникум) – III вырӑна çӗнсе илчӗç. 55 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче Айнур Молотковпа (Хусан) (I вырăн), И. Мифтахутдиновпа (Кивӗ Кахăрлă) (II вырӑн), Разиль Фатхуллинпа (Кивӗ Кахăрлă) (III вырӑн) танлашакансем тупăнмарӗç. 65 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнчи Рустам Фатхуллин (Ульяновск), Ильяс Шарафутдинов (Тутар Паснапуç), Алмаз Зяббаров (Кӗҫӗн Чăнлă) ҫӗнтерӳҫӗ титулне йышăнчӗç. 65 килограмран ытларах виҫе йывăрăшӗнче Ильдар Басыров (Кӗҫӗн Чăнлă) – I, Айрат Замалтдинов (Ульяновск) – II, Антон Сурков (техникум) III вырăнсенче пулчӗç. 65 килограма çитичченхи виҫе йывăрăшӗнчисем хушшинче Ильназ Миначев (Кивӗ Кахăрлă), Расим Фатхуллин (Кивӗ Кахăрлă), Артур Хакимов (Ульяновск) илемлӗ кӗрешӳ мелӗсене кӑтартрӗҫ.
75 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче Раиль Камалов (Тутар Паснапуç) – I, Рамиль Камалов (Тутар Паснапуç), Артур Хакимов (Ульяновск) кӗрешӳ паттăрӗсем пулнине çирӗплетрӗç. 85 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче Наиль Низамов (Кӗçӗн Чăнлă) – I, Раиль Камалов (Кӗçӗн Чăнлă) – II, Расим Мухтаров (Кӗçӗн Чăнлă) III вырăна тухрӗç. 85 килограмран ытларах виçе йывăрăшӗнче Рамиль Айзятуллов (Кӗçӗн Чăнлă) – I, Айрат Идрисов (Кивӗ Кахăрлă) – II, Румил Мустафин (Шланка) III вырăн. Абсолютлă паттăр титулне вара, илемлӗ кӗрешӳ мелӗ кăтартса Рамиль Айзятуллов çӗнсе илчӗ. Сабантуй парни така та унăн хулпуҫҫийӗ ҫине хăпарса «хӑналанчӗ».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев