Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗпрелӗн легендарлă ывăлӗ

Районта Сайфихан Хабибуллович Нафиева аса илчӗç

Иртнӗ эрнере районта Тутарстан Республикин прокурорӗ пулнӑ, Тутарстан Республикин Конституцийӗн сучӗн пӗрремӗш председательне сайфихан хабибуллович Нафиева халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ.

Мероприяти Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хурассинчен пуҫланчӗ. Унтан Сайфихан Нафиев урамӗнче вырнаçнă районти прокуратура ҫурчӗ умӗнче торжествăлла митинг пулчӗ.
Митинг «Малтисен юхăмӗ» активисчӗсем тухса калаçнинчен пуҫланчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Çӗпрел ҫыннисем Сайфихан Нафиева хисеплени тата вăл асра пулни ҫинчен калаçрӗ. Легендарлă ентешӗмӗре асӑнса ирттерекен кун, яланхиллех, унăн ҫуралнӑ кунӗ умӗн иртнине палӑртса иртрӗ.

— Унӑн ятне право сыхлавӗн структурисем вырнаҫнӑ урам çӳретет. Кӗрешӳ енӗпе турнир иртет, мӗншӗн тесен Сайфихан Нафиев çак спорт тӗсӗпе питӗ юратса интересленнӗ. Унӑн ячӗпе район премийӗ туса хунӑ. Прокуратура ҫуртне пырса кӗнӗ çӗрте, ҫавӑн пекех, Мучелей ялӗнчи шкулта асăну хӑмисене вырнаҫтарнӑ, — терӗ вăл.

Хӑнасем те Сайфихан Нафиева ӑшшӑн аса илчӗҫ, республикӑра право йӗркипе законлăха вырнаçтарас ӗҫе пысӑк пай кӗртнине палӑртрӗҫ.

Юстицин аслă советникӗ Юлия Наумова хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри экс-прокурора аса илсе, вӑл общество йӗркине сыхлас тата правона пӑсасран асӑрхаттарас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗ прокурорсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ.

Гульфия Массалимова ашшӗне асӑнса ҫулсерен мероприятисем ирттернӗшӗн Çӗпрел ҫыннисене тав турӗ.
Чаплӑ мероприятире общество йӗркине сыхлас тата право пӑсассине профилактикăлас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн С. Х. Нафиев ячӗллӗ премие те пачӗç. Кӑҫал ӑна кадастр инженерӗ Юрий Кутюмов тата

«Централизациленӗ бухгалтери» учрежденийӗн начальникӗн çумӗ Айрат Яфизов тивӗҫрӗҫ.
Мероприятире хутшăнакансем район прокуратурин ҫурчӗн стени ҫине вырнаҫтарнӑ С. Х. Нафиевӑн асăну хӑми умне чечексем хучӗç, кабинет-музейӗнче те пулчӗç.

Район прокурорӗ Олег Гайнетдинов музей-кабинетри экспонатсемпе паллаштарчӗ. Вӑл тата Юлия Наумова «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсемпе калаҫу ирттерчӗ, прокуратура ӗçченӗ пулма май пурри, çакăншăн ӑҫта вӗренме кӗмелли, аслӑ шкула кӗме мӗнле балл кирли ҫинчен калаçрӗ.

Справка

Сайфихан Хабибуллович Нафиев 1941 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Мучелей ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫ çулне 1960 ҫулта Ҫӗпрел районӗнчи «Авангард» колхозра пуҫласа ярать.

Сайфихан Хабибуллович пурнӑҫӗн 25 ҫулне прокуратура органӗсенче ӗҫлессине халалланă. Хӑйӗн ӗҫченлӗхне, тӗллевлӗхлӗ, организаторла пултарулӑхне пула Сайфихан Хабибуллович Ҫӗпрел районӗнчи прокурор помощникӗнчен, Элкел районӗнчи, Бугульма тата Хусан хулсен прокурорӗнчен Тутарстан Республикин Прокурорӗ таран çӗкленет. 1992-2000 ҫулсенче вӑл законлăха тата право йӗркине хураллас, преступленипе кӗрешес ӗҫе пысӑк тӳпе хывса, республика прокуратурине ертсе пырать.

2000 ҫулта Сайфихан Хабибуллович Нафиева Тутарстан Республикин Конституци Сучӗн председателӗ пулма палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев