Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Çӗпрелӗн çăвӗн» чапӗ каялла таврăнтăрччӗ

Çӗнӗ сӗт-ҫу завочӗ ӗҫлеме пуҫларӗ

Бизнес-плана, проекта вăя кӗртекенӗ «Исток» общество.

Айрат Усмановпа Фаркать Шигаповăн район центрӗнче сӗт-ҫу заводне уҫас пуҫарăвӗ 1,5 ҫул каялла килсе тунăччӗ. Вӗсем малтан пӑрахӑҫа тухнӑ вырӑнта ҫӗр илсе, завод никӗсне хыврӗç. Майӗпен, пӗтӗм Тутарстанри предпринимательсене пулӑшмалли программӑна кӗрсе, строительствăна пуçăнчӗç. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче кирлӗ оборудование илсе килсе, вӗсене вырнаçтарас ӗҫсене пурнӑҫланӑччӗ. Халӗ завод вара хӑйӗн пӗрремӗш продукцине кӑларма пуҫларӗ.

Айрат Усманов ку таранччен те районта сӗт пуҫтаракан, ăна пухса, сивӗтсе ăсатакан предприниматель пулнипе палăрса тăчӗ, анчах сӗт-ҫу продукцийӗ туса кӑларасси – уншӑн ҫӗнӗ пуҫланă ӗç пулса тăрать. Вӑл хӑйӗн планӗсем пурнӑҫа кӗрессе, пурте лайӑх пуласса шанать.

– Завод туса кӑларакан продукцин ассортименчӗ тӗрлӗ. Кунта ахаль йогуртран пуҫласа, хытă сыр таранах туса кăларӗç. Паян вара, пирвайхи сӗт машинисене йышӑнса, 72,5 процент ҫулăхлă услам ҫу туса пӑхрӑмӑр. Пахалӑхӗ эпир шутланӑ пекех, лайӑх килсе тухрӗ, – тет Айрат Усманов.

Пӗр тонна 72,5 процен ҫулăхпа ҫу тума 22 тонна сӗт кирлӗ. Юлташлӑх туса кăларакан продукцие халӑхран та пухать, таварпа сӗт-ҫу фермисенчен те кӳртерме планлать, кун пирки ҫакӑн пек фермисем пулнă ертӳҫӗсемпе калаҫу илсе пырать. Халӑхран пухакан пӗр  литр сӗтшӗн 24 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Заводăн хӑйӗн лабораторийӗ, хатӗр продукцие упрамалли холодильникӗсем пур. Хальлӗхе унта 10 ҫын ӗҫлет. Заводăн ӗçӗ  пӗтӗмӗшле йӗркеленсе кайсан, 45 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.

Заводăн пӗрремӗш продукцине туса кăларнине пăхма ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем килнӗччӗ. Çаплах, районшăн пӗлтерӗшлӗ пулнă мроприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Алексей Ярухин, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Ильмир Измайлов хутшӑнчӗҫ.

Справка

Ӗлӗкхи ҫулсенче районта 5 сӗт-çу завочӗ –  Кивӗ Çӗпрел, Упи, Мучелей, Аслă Аксу, Шемӗршел ялӗсенче ӗçлесе тăнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев