Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗпрелӗм – сад пахчи

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Камиль Бикмухаметов район центрӗнче кӑҫал кӗркунне 250 тӗп  улма-çырла йывăççине  лартассине йӗркелерӗ

Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнче «Пӗрле улма-ҫырла сачӗ лартар! Пурăнакан вырăна сад пахчине çавăрар!» текен экологи акцийӗ иртрӗ. Çак акци ӗç ветеранӗ, районăн хисеплӗ ҫынни Камиль Бикмухаметов пуçарулăхӗпе иртрӗ.

Улмуҫҫи, груша, слива пек тӗрлӗ сортлă 75 хунава ветеран, иртнӗ çул, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул çитнӗ ятпа, район центрӗнчи паркра лартнăччӗ. Вӗсем ӗнтӗ илемлӗн ӳссе те кайрӗç. Кӑҫал вара, Камиль пичче тата 250 тӗрлӗ улма-çырла хунавне хăйӗн укçипе туяннă. Вӗсене лартмалли ӗçе иртнӗ эрнере пуҫласа янăччӗ. Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗн мечечӗ çумӗнче 30 ытла йывӑҫ, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел «Солнышко» ача сачӗн пахчин территорийӗнче те çавăн чухлех йывăçсем лартрӗç. Ҫавӑн пекех, 60 яхăн хунава Камиль пичче культура ӗçченӗсене парнелерӗ, вӗсем амфитеатр çумӗнчи палăртнă участокра вырăн илчӗç.

Тата акӑ ӗç ветеранӗн  тăрăшулăхӗпе «Алтын Барс» пăр керменӗ çумӗнче те 85 тӗп хунав пулнă тата пӗр улма-ҫырла сачӗ пулать. Мӗншӗн апла 85 тесен, çакăн хăйне кура вăрттăнлăхӗ те пур – Камиль Бикмухаметов 2021 çулта апрель уйăхӗнче 85 ҫул тултарать.  Çавăнпа та улма-ҫырла пахчи те «Юбилей сачӗ» ятлӑ пулчӗ. Камиль пичче юбилейӗ апрель уйăхӗнче ҫеҫ пулни, тӗмӗсене вара мӗншӗн халь лартни пирки те  хăйӗн шухăшне пӗлтерчӗ:

– Йывӑҫсемпе тӗмӗсене кӗркунне лартма аванрах, – терӗ опытлӑ пахчаçă. – Ҫуркуннеччен вӗсем тымар яма ӗлкӗреҫҫӗ, ăшă çанталăкра ҫирӗп ӳсеҫҫӗ.

Аслӑ ӑру представителӗн пуҫарӑвӗ çумне Çӗпрел ҫыннисенчен нумайӑшӗ хутшӑнчӗ. Мӗншӗн тесен мероприяти кӗрхи «Вӑрман лартасси» акципе ҫыхӑнса иртрӗ. Ҫав кун парксемпе скверсенчи йывӑҫ тӗмӗсене тепӗр хут тӗрӗслерӗҫ, хăрнисене ҫӗннисемпе улӑштарчӗҫ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ парксенче, йӗркене кӗртнӗ ҫул, ҫӑлкуҫсен хӗррисене чӑрӑш, хыр, пилеш йывӑҫҫисем лартрӗç.

Камиль Бикмухаметов:  – Çӗпрел районӗнче сад пахчисем шавласа ӳсӗç, чечек айне путӗç – унăн ырă çыннисем пулнă вăхăтра. Çак пахчасем, унăн çимӗçӗсем халăха манран асăнмалăх пулӗç, тен, çак манăн ырă пуçару çумне хушăнса, малалла тăсакансем те тупăнӗç...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев