Çӗпрел çыннисем диктант ҫырчӗç
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн йӗркеленӗ мероприятире Çӗпрелӗн çыннисем кăмăлласах хутшăнчӗç
Район çыннисем этнографи диктантне Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре çырчӗç.
Диктант çырма килнисене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вӑл Пысӑк этнографи диктанчӗн мероприятийӗ Раҫҫейшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, ҫӗршыври халӑхсене пӗрлештерекенни пулнине палӑртрӗ.
«Халӑхсем нумай — ҫӗршыв пӗрре» акци пирӗн обществӑшӑн, питех те çак кунсенче, питӗ актуаллă. Диктанта Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн ирттерни пирӗн ҫӗршывра пурăнакан тӗрлӗ наци çыннисен хутшăнăвӗсене тата тепӗр хут тимлеме май парать", — терӗ Айрат Залялов.
Унта хутшăнса, Раççейре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе йӑли-йӗркине тата культурине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пулать, çак диктанта кӑҫал саккӑрмӗш хут йӗркелерӗç. Этнографи диктанчӗ те вӑл, тӳррипе каласан, диктант мар, ку хурав варианчӗсем пулнă ирӗклӗ тест. Диктант çыракансен, май килнӗ таран, 100 балл пухма пулать. Пур ыйтӑва та 45 минут хушшинче хуравламалла.
Этнографи диктанчӗн тӗрӗс хуравӗсене ноябрь уйăхӗн варринче нацисен ӗҫӗсем енӗпе Федераллă агентствăн сайтӗнче пичетлесе кӑларӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев