Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗнӗ ҫул мероприятийӗсем чирлекен çынсен шутне ӳстерме сăлтав ан пултăрччӗ

Районта Çӗнӗ çул мероприятийӗсем мӗнпур санитари правилисене тӗрӗс пурнăçласа пынипе иртме тивӗçлӗ.

Ӗçлӗ тунтикун канашлăвӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çапла каларӗ.

– Covid-19 коронавирус чирӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру халӗ те кӑткӑс пулса юлать. Район халăхӗ мӗнпур санитари нормисене пурнăçласан, чирлисен шучӗ ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ӳсмӗ, тесе ӗмӗтленетпӗр. Ҫав вӑхӑтрах  халӑха кăмăллăн мероприятисенче канма та чикӗлев хума пултараймастпӑр. Ҫӗнӗ ҫул çакăн пек уяв вӑл – ăна аслисем те, ачасем те чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, – терӗ район пуҫлӑхӗ.

Анчах чикӗленисем пурпӗрех те пулаҫҫӗ. Кафере, столовӑйсенче, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Культура çуртӗнче иртекен мероприятисенче социаллӑ дистанцие тивӗçтернине тата зал 50 процента кăна тулнине ҫирӗп контроле илӗҫ.

Ялсенче вара уяв мероприятийӗсем уҫӑ сывлăшра, Тӗп Ёлка çумӗнче иртӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев