Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗнӗ Йӗлмел шкулне – 160 ҫул!

Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗ 160 çулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ. Шкул хӑйӗн педагогика составӗпе, туслӑ та пӗрлӗхлӗ коллективӗпе, талантлӑ вӗренекенӗсемпе мухтавлă

Куç умне кăларса тăратăр-ха, ҫак ҫулсенче, пӗр ӗмӗр хушшинче, çак шкулта мӗн чухлӗ ӑру пӗлӳ илнӗ, пурнăçăн анлă çулӗ çине тухнă. Шкул вара паян та пур вӑхӑтри пулăмсен свидетелӗ пулса пурӑнать, вӗренекенсене йышӑнать.

Шкулăн историйӗн страницисем çине пӑхса илсен, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи пӗрремӗш чиркӳ ҫумӗнчи шкула 1862 ҫулта чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев пулӑшнипе уҫнӑ.  Пӗлӳ çурчӗн заведующийӗ пулма педагога Иван Кирпичникова палăртаççӗ, вӑл ачасене 1- 2-мӗш классене вӗрентет, унӑн мăшăрӗ Акулина 3-4-мӗш классене пӗлӳ парать. 1886 ҫулта шкул ҫӗнӗ зданийӗ хута каять.

1934-1935 ҫулсенче шкулта ҫичӗ ҫуллăх пӗлӳ пама пуçлаççӗ. Унӑн директорӗ пулма Аслă Аксу ялӗнчи Дмитрий Сибирякова палăртаççӗ. Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫиччен шкулта Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен Совет Союзӗн Геройӗ Сергей Юхвитов вӗрентет, Тăван çӗршывăн Аслă вӗрçинчен вăл таврăнаймасть. 

1962-63 ҫулсенче шкул сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пулса тăрать. Ҫав ҫулсенче директор должноҫне Иван Атникеев пурнăçлать.

1981 ҫулта ял варринче 320 вӗренекен валли икӗ хутлӑ вӑтам шкулӑн ҫӗнӗ зданине туса лартаççӗ. Шкула вӑрҫӑ ветеранӗ, Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи педагог Илья Семенович Мресов ертсе пырать.

Кашни тапхӑрти вӗренӳ заведенийӗ хӑйне уйрӑмлӑхӗсем пур. Анчах вӗсене пӗрлештерекен – унӑн вӗренекенӗсем.

Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗ  тӗплӗ çирӗп пӗлӳ илсе, пурнăçра хăйсен çулне тупнă, хӑйӗн паллӑ ҫыннисемпе: зоотехниксемпе, агрономсемпе, ҫар ҫыннисемпе, врачсемпе, учительсемпе, ученӑйсемпе тата ытти нумай профессисен представителӗсемпе мăнаçланать.

Вӗсенчен пӗри Павел Миронович Миронов – ученӑй, математик, методист, математика енӗпе нумай кӗнеке авторӗ, Уфа тата Оренбург кӗпӗрнинче халӑх вӗренӗвӗн йӗркелӳçи, Урал тăрăхӗнчи Чӑваш педагогика техникумӗн ертӳҫи. Ҫавна май Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче икӗ хут 2004 тата 2011 ҫулсенче Уфа представителӗсемпе «Туслӑх кӗперӗ» текен мероприяти йӗркеленчӗ. Константин Прокопьевич Прокопьев – Курган архиепископӗ, ученӑй, этнограф, Петр Петрович Головин – СССР халӑх çутӗç учителӗ, профессор, Сергей Бахтин – СССР тава тивӗҫлӗ штурманӗ, Николай Ильич Калаков – полковник, педагогика наукисен докторӗ, Николай Александрович Казаков – писатель, историк, Ларионов Николай Николаевич – писатель, публицист, «Пирӗн ял – Ҫӗнӗ Йӗлмел» кӗнеке авторӗ, Николай Иванович Андреев – писатель, кӗнекесен авторӗ, Геннадий Николаевич Карсаков –  «Тăван ен», «Сувар» тата «Канаш» хаҫатсен корреспонденчӗ т. ыт. те.

Шкул тăван çӗршыва юратакан, паттӑр ывӑлсем пӑхса ӳстернӗ. Ҫар юхăмӗнче вилнӗ паттăрсене Николай Пришельцева, Александр Шуркина, Андрей Годунова асӑнса кунта астăвăм хӑмисем вырăн илнӗ.

Паянхи шкул коллективӗ йӑласене упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк вӑй хурать. 2002 ҫултанпа вӗренӳ заведенине Владимир Мискин ертсе пырать.   

Паян здание тӗпрен юсанӑ, унта ача сачӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ вырнаçнă. Нумай ҫул хушши кунта пӗлӳллӗ педагогсем наука никӗсӗсене вӗрентнӗ, ку паян та çаплах. Шкулта 63 вӗренекен пӗлӳ илет, вӗсене 17 педагог вӗрентет. Преподавательсем хушшинче Раҫҫей Федерацийӗн халăх çутӗç отличникӗ», Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин çутӗç тата наука министерствин хисеплӗ ятне çӳретекенсем, Хисеп грамотисемпе парнеленекенсем нумай.

Юбилей ячӗпе хӑнасене ӗҫ коллективӗпе вӗренекенсем хатӗрленӗ тулли содержаниллӗ концерт, иртнине палăртакан мероприяти сӗнчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе саламлă сӑмахсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов пӗлтерчӗ. Шкул валли принтер илме сертификат тата «Единая Россия» парти ячӗпе кӗнекесем парнелерӗ.

– Пурнӑҫра кашниех шкул урлӑ пӗрремӗш утӑм тӑвать. Çӗршыври професси хуçисем хӑйсен пуҫламӑш пӗлӳне пурте шкул урлă илеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир – пӗлӳ паракан вӗрентекенсене тав тӑватпӑр. 160 ҫул – нумай вӑхӑт! Шкул тата та ӗмӗрсем, ҫулсем пурӑнтӑр, – терӗ Рустам Мухаметзянов хӑйӗн сӑмахӗнче.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков шкулпа тачӑ ҫыхӑну тытнине палӑртрӗ, коллектива ӑшӑ сунăмсем каларӗ, спорт оборудованийӗсене пачӗ.

Уяв хӑнисем, тӗрлӗ ҫулсенчи шкулсенчен вӗренсе тухнисем, иртнӗ ҫулсене, пулăмсене аса илчӗҫ. Шкул историйӗнче йӗр хӑварнӑ ҫынсене палӑртрӗç, вӗсене экран ҫинче те  кӑтартрӗç.

Шкулӑн туслӑ коллективӗ, «Хӗлхем», «Калинушка» ансамбль хӑйсен чаплӑ номерӗсене кӑтартрӗҫ.

Мероприятире ветеран-педагогсем, паян пӗлӳ паракан вӗрентекенсем те шкул директорӗ аллинчен Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем илчӗç. Уяв чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ.

Геннадий Карсаков, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи сакӑр çул вӗренмелли шкулăн 1971 çулăн выпускникӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев