Çӗнӗ Чукалта лавкка уçăлчӗ
Çӗнӗ Чукал ялӗнче халӑха комплекслӑ пулӑшу кăтартмалли пункт уҫӑлчӗ. Районта ҫакăн пек 3 лавкка ӗçлет
«Ял лавкки» республикăн тӗллевлӗ программипе хута янӑ ҫӗнӗ суту-илӳ пунктне ял-йыш юратса йышӑнчӗ. Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче 300тен ытла ҫын пурӑнать, нумайăшӗ аслă çулсенчисем.
Ялта апат-çимӗç лавкки пулман. Икӗ ҫул каялла кăна уйрӑм предприниматель тивӗçлӗ канăва тухсан, ялта пулнă пӗртен пӗр лавккине хупать. Çавăнтанпа кунта ял халăхӗ çăкăр-тӑвар, шăрпăк илессишӗн те кӳршӗри ялсене, район центрне ҫӳреме тивӗçлӗ пулать. Хăйсен транспорчӗсем пулман çынсене такси чӗнтерме те тӳрӗ килнӗ.
Çӗнӗ суту-илӳ пунктне уҫмалли мероприятире район пуçлăхӗ Марат Гафаров:
– Халăх кунта суту-илӳ точкине тума тахçанах ыйтнăччӗ. «Татпотребсоюз» çак енӗпе пирӗн ыйтăва ырларӗ. Ку – Ҫӗпрел районӗнчи виççӗмӗш суту-илӳ точки. Ҫӗнӗ объект халӑха мӗн кирлипе, куллен кирлӗ пулнă апат-ҫимӗҫпе тивӗçтерсе тăрӗ, тесе шанатӑп.
Мероприятие килнӗ «Татпотребсоюз» управленийӗн пуҫлӑхӗ Ильдус Хатыпов та халăха çак савăнăçлă пулăмпа саламларӗ. Вăл Тутарстанра 70тен ытла çакăн пек суту-илӳ точкисем тунине палӑртрӗ. Куллен кирлӗ пулнă продуктсемпе япаласем туяннисемсӗр пуçне, çакӑн пек суту-илӳ точкисем ялти халăхăн тӗл пулмалли вырӑнӗ пулнине те палӑртрӗ.
– Çакӑн пек объект уҫăлнипе саламлатӑп, нумай ҫул сирӗншӗн ӗçлетӗрччӗ, – тесе палӑртса иртрӗ Хатыпов.
Ял халăхӗ вара республикӑпа район ертӳçисене тав турӗҫ, сывлӑх, ӗçӗсенче ăнăçусем сунчӗҫ.
Альфия Бельдичкова:
– Питӗ савӑнтӑмăр. Тӑвар е пӑрӑҫ пӗтсе ларать. Хăвăрт кăна тухса илсе кӗме лавккамăр çукчӗ. Лавкка питӗ лайăх, вăрăм ӗмӗрлӗ пултăр!
Справка
Паянхи кун районта халăх 100тен сахал пулнă ялсенче тăватă куҫса ҫӳрекен автолавка, графикпа килӗшӳллӗн çӳресе, ӗçлӗ пулăшу кăтартать. Ҫитес ҫулсенче вара лавккисем пулман хăш-пӗр ялсенче çавăн пек комплекслă пулăшу кăтартмалли пунктсем, программăпа килӗшӳллӗн, пулӗç текен шанăç пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев