Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Çӗнӗ чикӗлевсем кӗртрӗç

Чире ҫӗнтерме пулӑшакан пӗртен-пӗр çул – вакцина тутарни. Даннӑйсем тӑрӑх, паянхи кун районта 5300 ҫын прививка тутарнӑ

Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳçин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ, районти санитарипе эпидемиологие хирӗç комиссийӗн ертӳçи Айрат Залялов ку цифра питӗ пӗчӗк пулнине палăртать, пӗтӗмӗшле иммунитета йӗркелессишӗн халăхăн 80 проценчӗ вакцинаци процедури урлă иртме тивӗçлӗ. Пирӗн районта ку – 14106.

– Коронавируспа лару-тӑру кунсерен йывӑрланса кăна пырать. Специалистсем унăн хальхине тӑваттӑмӗш хум теҫҫӗ. Вăл сарăлнине нумайăшӗ çуллахи отпусксенче ют çӗршывсене кайса, коронавирусăн çӗнӗ тӗрлӗ штаммӗсене илсе килни сӑлтав пулса тӑрать, – тет Айрат Залялов.

Коронавирус тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа районта чирсен 144 тӗслӗхӗ регистрациленнӗ, 43 ҫын вилнӗ.  Чирлисемпе ӗçлекен районти тӗп больницăри ковид-госпиталь тулнӑ. Вӗсен шучӗ ӳссе кăна пырать. Çак вăхăтра Патшалăх хăйӗн халăхне сыхласа хăварассишӗн, мӗн тума тивӗç? Паллах тӗрлӗ чикӗлевсем кӗртсе çак мура çӗнме пулать пулӗ. Çавăнпа та октябрӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра пандемипе çыхăннă чикӗлевсем кӗртрӗç те ӗнтӗ. Кинотеатрсене, театрсене, суту-илӳ центрӗсене, концертсене кайма QR-кода кăтартса кăна кӗме пулать. Пирӗн районта та çапла. Çавна май Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин экономика  аталанăвӗ, финанссем тата ял хуçалăхӗ енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов пирӗн районта мӗнпур обществăлла апатлану  предприятийӗсене, «Гаиля», «Лидер» пек суту-илӳ центрӗсене халăх QR-кодпа кăна кӗме пултарни çинчен пӗлтерчӗ.

– Районта та объязательнăй вакцинаци тăвассине йышăннă, – тет вăл. Правительство йышăнăвӗпе – 60 ҫултан аслӑраххисемшӗн, медицина, пӗлӳ паракан тата социаллӑ учрежденисен, транспорт тата энергетика сферин, промышленноҫпа строительство предприятийӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен ӗçченӗсемшӗн, право сыхлавӗн органӗсен представителӗсемшӗн, патшалӑх тата муниципаллă ӗçченӗсемшӗн тивӗçлӗ пулчӗ ку халӗ. Ҫак требовани, çавăн пекех, парикмахерски, мунча, спорт учрежденийӗсен, йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен предприятисен, суту-илӳ тата обществӑлла апатлану предприятийӗсен, сотовой ҫыхӑну организацийӗсен, кино, музейсен, концерт, курав залӗсен, библиотекӑсен, кану центрӗсен, туризм, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, аптекӑсен, ветеринари клиникисен, гостиницӑсен, автосервиссен ӗҫченӗсене те пырса тивет. Аслӑ тата уйрăм вӑтам вӗренӳ çурчӗсенчен ютра практика иртекен студентсем те обязательнӑй майпа прививка тутарма тивӗçлӗ.

Реклама

 

Справка

Вакцина тутарнине çирӗплетекен QR-код е ковидпа чирлени çинчен сертификат патшалăх услугисен порталӗнчи уйрăм кабинетра пулать. Чирленӗ çын врач  патне кайман пулсан, чире паллăсăр кăна ирттернӗ пулсан, чире çирӗплетекен QR-кода илме пулмасть.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев