Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӗçлемелли ӗçсем тата та пур

Района Тутарстанăн Сывлӑх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин килсе кайрӗ

Министр, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Хусанти 7 номерлӗ клиника больницин тӗп врачӗ Артур Делян хутшӑннипе, районти тӗп больницӑн коллективӗпе канашлу ирттерчӗ.

Унта районти сывлӑх сыхлавӗн 2023 тата 2024 ҫулсенчи ӗçӗ-хӗлне тишкерчӗç, ҫитменлӗхсене тата вӗсене татса памалли ҫул-йӗрсене палăртрӗç. 

Марсель Мансурович районта диспансеризаци тата ӑна йӗркелемелли процеса, фельдшерпа акушер пункчӗсен ку енӗпе пулнă ӗҫӗсем çинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Канашлура хутшӑнакансене районти наркологи паспортне сӗнчӗ. Министр Ҫӗпрел районӗнче юлашки ҫул хушшинче вилекен çынсен шучӗ чакнине те палӑртса иртрӗ. 

— Халӑх хӑйӗн сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ культура норми пулма тивӗçлӗ, — текен тӗллев лартрӗ Марсель Мансурович. Вăл, çавăн пекех, кадрсен ыйтӑвӗсем çинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ӗҫне лайӑхлатас енӗпе сӗнӳсем пачӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.

Канашлу медицина ӗçченӗсен ушкӑнне Тав ҫырӑвӗсене, грамотисене панипе вӗçленчӗ.

Малалла тăсса

Халӑх сывлӑхне сыхлас енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата професси ӑсталӑхӗшӗн районти тӗп больницăн кадрсен пайӗн начальникӗ Джамиля Джамильевна Ракипова, операци медицина сестри Надежда Викторовна Романова район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине; Айсин Руслан Жанатович, Çӗнӗ Ишлӗри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ-фельдшерӗ Руслан Жанатович Айсин, Тутар Саплăкӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Елена Валерьяновна Ильина, районти тӗп больницӑн шӑл техникӗ Айсылу Ракиповна Миначева район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗçлӗ пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев