Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче универсаллӑ спорт лаптăкӗ уҫӑлчӗ

30-мӗш спорт лаптăкӗ

 

Савӑнӑҫлӑ мероприятире Тутарстан Республикин спорт министрӗ Владимир Леонов тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗҫ. Çак спорт лаптăкӗ районта юлашки ҫулсенче уҫăлнисен шучӗ енӗпе – вӑтӑрмӗш.

Вӑтӑрмӗш тата чи кӗтни. Мӗншӗн тесен Чӑваш Ҫӗпрел ял халӑхӗ спорт енӗпе хатӗрлӗхлӗ пулнипе уйрăлса тăрать. Çул çитменнисем е тата аслисем пулччăр-и, вӗсем район шайӗнче йӗркеленӗ çӑмӑл атлетика, йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççӗ. Ял пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров ку енӗпе хӑй те тӗслӗх кӑтартать – чупас, йӗлтӗрпе шăвас енӗпе тантӑшӗсем хушшинче унпа танлашакан  ҫук. Ялта иртнӗ  халăх пухăвӗсенче те çакăн пек спорт лаптăкӗ кирли çинчен палăртса тăчӗç. Акă, тинех çамрăксемпе аслă çулсенчисене, шкулта вӗренекенсене кăмăлласах çӳреме  универсаллӑ спорт лаптăкӗ уҫӑлчӗ те.

– Ялта питӗ лайӑх, ку чухнехи универсаллӑ спорт лаптăкӗ уҫăлнă май, сире саламлатӑп, – терӗ уява пухăннă халăха район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. – Лаптăк спортпа интересленекенсен сассипе кӗрлесе тăрӗ, – текен шанăç та пӗлтерчӗ вăл.

Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров:

– Нумаях пулмасть кăна ялăмăра шыв килнине палăртса иртнӗччӗ. Акă тата çакăн пекех асăнмалăх – спорт лаптăкӗ уҫăлчӗ. Савăнса пурăнмалла кăна халӗ ялта. Ӗҫлес текенсем валли – ӗç, спортпа интересленме кăмăл тăвакансем валли комплекссем пур. Ялăмăр чӑннипех аталанать, ҫӗнелет. Ялта ҫамрӑк ҫемьесем те нумай, ҫуртсем те лартаҫҫӗ. Тата пирӗн малашлăх енӗпе те плансем пысӑк. Вӗсене те халӑхпа пӗрле пурнӑҫлӑпӑр, тесе шутлатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев