Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Чӑваш пики – 2021» илемлӗх конкурсӗ

Чеченлӗх, илемлӗх, ӑс, пултарулăх –конкурса хутшӑнас тесен ҫак паха    енсем пурте кирлӗ

Мӗн тӗрлӗ конкурс çук пуль тӗнчере: «Раççей пики», «Европа пики», «Ази пики», «Тӗнче пики» тата, паллах, «Чăваш пики». Районти Культура çуртӗнче апрелӗн 10-мӗшӗнче «Чӑваш пики – 2021» район шайӗнчи этапӗн конкурсӗ иртрӗ.

Мероприятире тулашри илем кӑна мар, хӑйне евӗрлӗх те, пултарулӑх та, шухӑшлав та,  нацилӗх те тӗп тимлӗхре пулчӗ.

«Чăваш пики» конкурса хутшăнакансем: Снежана Исаева (Аслă Аксу ялӗ), Алина Портнова  (Ҫӗнӗ Чакă), Дарья Мартынова (Чӑваш Паснапуç), Алия Карусева (Алешкин Саплăк), Яна Емелькина (Ҫӗнӗ Шăхаль), Злата Барышова (Матак), Виктория Вергайкина (Хулаҫырми), Василиса Павлова (Упи), Олеся Годунова (Чӑваш Ҫӗпрел), Алина Годунова (отрасель технологийӗсен техникумӗ) чи çепӗç, сăпайлă, хастар та пултаруллă чăваш пикисем пилӗк номинацире хăйсен илемлӗхне тата пуянлăхне кăтартрӗç.

Конкурсра Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ятӗнчен, йăлана кӗнӗ «Чӑваш пики – 2021» 10-мӗш конкурсӗ ячӗпе пурне те саламласа:

– Ҫак чаплӑ мероприяти Тутарстан Республикинчи «Тӑван чӗлхесемпе халӑх пӗрлӗхӗн çулталăкне» халалланипе иртет тата ҫак конкурс пирӗн халӑх йӑли-йӗркине, традицине, историне тата чи кирли – пирӗн халӑхӑн чӗлхине – упрас енӗпе витӗмлӗ тӗслӗх пулса тӑрать, – терӗ.

Жюрире Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура автономи  пайӗн  ертӳҫи  Алексей Ярухин, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн культура пайӗн пуçлăхӗ Зульфат Сагдеев, Алина Ахметова, Тутарстанри халӑхсен Ассамблейин представительствин Çӗпрел районӗнчи ертӳçи Руслан Шарафутдинов, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ  Ирина Трифонова пулчӗç.

Конкурсем иртнӗ хушăра куракансене тата тӗрлӗ юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Пикесем сцена çине тухсан хумханнипе сăмахӗсене манса кайни те пулкаларӗ. Çапах та конкурсра хутшăнакансенчен кашниех хăйне евӗрлӗ илемлӗ, черчен, пултаруллă. Вӗсем конкурсăн заданийӗ тăрăх, шăрттан, хуплу, кам-тăр чăкăт, тăпăрч пӗçернӗ, сăра та вӗретсе килнӗ. Хӗрсем ҫавӑн пекех хӑйсен юрри-ташшисемпе жюрире ларакансемпе курма килнӗ хӑнасене савӑнтарчӗҫ. Жюри ҫыннисем конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхса, хакларӗç.

Конкурса пӗтӗмлетнӗ май, мероприяти вӗҫӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура автономи пайӗн ертӳҫи Алексей Ярухин конкурса ирттерме пулăшнă ыркăмăлçăсене тав турӗ, Тав ҫырӑвӗсемпе ятарлă статуэткăсем пачӗ. «Сувар» хаҫатӑн представителӗсем, Тутарстанри халӑхсен Ассамблейин представительствин ертӳçин ячӗпе, ҫавӑн пекех, чӑннипех те тава тивӗҫлӗ ҫынсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗç, парнесем пачӗç.

Жюри пӗтӗмлетӗвӗпе «Чăваш пики – 2021» конкурсра Алина Годунова – «Илем пике», Виктория Вергайкина – «Сатур пике», Снежана Исаева – «Ăс-хакăл пике», Олеся Годунова – «Тараватлă пике», Алия Карусева – «Йăл-кулă пике», Василиса Павлова – «Кĕмĕл сасă пике», Алина Портнова – «Çепĕç пике», Яна Емелькина – «Илĕртӳллĕ пике», Дарья Мартынова – «Хӳхĕм пике», Злата Барышова – «Сапăр пике» номинацисенче  палăрчӗç, дипломсене, парнесене тивӗçрӗç. Тепӗр хӑйне евӗрлӗ номинацие – «Инста пике» титула (интернет сасӑлав ҫӗнтерӳҫи) Яна Емелькина тивӗçрӗ.

Уява малалла тăснă май, хӗрсене конкурса хутшӑнма хатӗрленӗ ертӳҫӗсене те Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.

Илемлӗх конкурсӗнче Алешкин-Саплăк ялӗн пики Алия Карусева çӗнтерчӗ, 2 вырӑна –  Алина Портнова, 3 вырӑна Василиса Павлова тивӗçлӗ пулчӗç.

Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗç.

1-мӗш тата 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ ҫӗнтерӳҫӗсем – Алия Карусевапа Алина Портнова Ҫӗпрел район чысне апрелӗн 24-мӗшӗнче Хусанта хӳтӗлӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев