Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Чечня вӑрҫи – чӗрери ӗмӗрлӗх суран

Кун пулăмӗ

Декабрӗн 11-мӗшӗ – Чечняра вилнисене аса илмелли кун. Ку дата çар юхăмӗнче хутшӑннисемшӗн хăйсемшӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чечняри ҫапӑҫусен ахрăмӗ халӗ те Ҫурҫӗр Кавказра вилнисен тӑванӗсен тата ҫывӑх ҫынсен чӗрисенче.

Сывă таврӑнайман салтаксенчен иккӗшӗ – пирӗн ентешсем. Вӑл – Александр Шуркин, Çӗнӗ Йӗлмел ял йӗкӗчӗ, пуç хунă хыççăн, «Паттăрлăх» орденӗпе наградӑланнӑ. Çулсерен ун ячӗпе Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртăвӗ иртет.

Тепӗр ентешӗмӗр вăл – Тутар Шатăршан ялӗнчен, террора хирӗҫ операци  вӑхӑтӗнче вилнӗ милиционер Ильмас Нуртдинов,  ҫавӑн пекех вилнӗ хыҫҫӑн, «Паттăрлăх» орденӗпе наградӑланнӑ.

Историлле асран кайми кун район центрӗнчи воин-интернационалистсене асăнса лартнă палӑкӗ умӗнче иртрӗ. Мероприятие Афганистанра тата Чечняра ҫар юхăмӗнче хутшӑннисем, ертӳҫӗсем килнӗччӗ.

Митинга интернационалистсен районти Совечӗн ертӳçи Виктор Петухов уҫрӗ. Вӑл историре çак вӑрҫӑ пулӑмӗ – кашнин чӗринче ӗмӗрхи суран пулнине палӑртрӗ. Тӑван çӗршыва хӳтӗ-лекенсене пӑхса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене тав тунине тата хисепленине пӗлтерчӗ.

Мероприятие Çур-ҫӗр Кавказра вилнӗ ентешӗмӗрсене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç, палӑк умне чечексем хучӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев