Чăваш Çӗпрелне ӗçме юрăхлă шыв килчӗ.
Проект Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пулăшнипе пурнӑҫланать
Шыв пăрăхне усă курма пани 360 çурта пахалăхлă ӗçмелли шывпа тивӗҫтерме май парать, ялта 1000тен ытла ҫын пурӑнать. Çак савӑнӑҫлӑ пулăм умӗн шыв пăрăхне уçмалли мероприяти пулчӗ. Унта Çӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.
– Эпир пурсăмăр та шыв – вӑл пурнӑҫ, таса шыв – сывӑ пурнӑҫ пулнине пӗлетпӗр. Ҫак кун – Чӑваш Ҫӗпрел ялӗшӗн пысӑк уяв. Нумайранпа кӗтекен çăл шывӗ юхса килекен шыв пăрăхне ӗçлеттерсе яратпăр, – терӗ уява уçса, Марат Гафаров. – Чăваш Çӗпрел ялӗнче ӗҫчен, туслӑ халӑх пурӑнать. Сире ырлăх-сывлӑх, шывпа савăнса усă курса пурăнма сунатӑп.
Шыв пăрăхне икӗ çул хушшинче, ял хушшинче 15 километр, çăл патне çитиччен тата 3 километр тӑснă. Ҫакӑншăн 22 миллион тенкӗ калăпăшӗнче укçа тăкакланă.
Марат Гафаров палăртса иртнӗ тăрăх, муниципалитетра çакăн пек проектсем ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пулăшнипе пурнӑҫланаççӗ, хальхи тӗслӗхре «Таса шыв» программăпа. Çак проектсем ял халăхӗн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма май параççӗ.
Кун çинчен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров та тухса каларӗ:
– Чӑнах та, ял тӑрӑхӗнче кӑҫал кӑна та шывпа тивӗҫтерессишӗн 15 миллион тенкӗ, Культура çуртне юсассишӗн – 13 млн. тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫавӑн пекех урамсене юсассишӗн грант çӗнсе илтӗмӗр, вӑтам шкулта «Ӳсӗм пӑнчи» программӑпа капиталлă юсав ӗçӗсем пурнăçланаççӗ. Парка тирпей-илем кӳретпӗр, ачасемшӗн лаптăк тӑвас килет, çаплах, Хăймалу ялне шывпа тивӗҫтересси те пур, – терӗ вăл.
Уявра хутшăнакансем тата ял халăхӗ Ольгӑпа Дмитрий Романовсен хуҫалӑхӗнче таса, çăл шывне тутанса пӑхрӗҫ, шыв лайӑх пахалӑхлă пулнине палăртрӗç. Ял халăхӗ ятӗнчен тав сӑмахӗсене Зоя Кузнецова та пӗлтерчӗ.
– Ял халăхне савăнтарнăшăн республика ертӳçисене, пӗтӗмлетсе каласан, ялшăн тăрăшса пурăнакансене кашнинех тав тăватпăр, – терӗ вăл.
Ольга Романова: – Чун-чӗрере савăнăç. Ялта пурăнакансен чăрмавӗсем, йывăрлăхӗсем хыçа юлчӗç тесе калама пулать. Халӗ шывшăн ниҫта та çӳремелле мар. Пурте алӑ айӗнче – шыв кранран юхать...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев