Черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе район ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ ҫар ҫыннисем патне кайса килчӗç
Украина территорийӗнче ятарлă çар операцийӗнче хутшӑнакан ҫар çыннисем патне кайнин тӗллевӗ те вӗсемпе курса калаçассиччӗ тата вырӑнти халӑх пухнӑ черетлӗ гуманитари пулӑшӑвне илсе çитерессиччӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакансем, Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен каччăсем валли пуçтарăннă район шайӗнчи гуманитари пулӑшӑвне район пуҫлӑхӗ хутшӑннипе леçсе панисенчен çакă – виҫҫӗмӗшӗ. Унсӑр пуҫне уйрӑм предпринимательсемпе, ыркăмăллăхçăсемпе, ҫапӑҫу юхăмӗн ветеранӗсемпе пӗрле те темиҫе хутчен гуманитари пулӑшӑвне ăсатнăччӗ. Алешкин-Саплăк ялӗнчен предприниматель Виктор Марков, сӑмахран, хӑй те пирӗн районти каччăсем патӗнче темиҫе хут та пулса таврăнчӗ. Хуҫалӑх ертӳçисем Барис Гафуров, Равиль Бикчуров, Ильмир Махмутов, Айрат Усманов, Фанис Хайруллин пек предпринимательсем пулӑшу ҫеҫ мар, гуманитари пулăшăвне ăсатма каяссинче те хутшӑнаҫҫӗ.
Гуманитари пулӑшӑвӗ кӳрсе паракансем хушшинче ачасем те пур. Класс сехечӗсенче вӗсем ҫар ҫыннисене-ентешӗсене чӗререн ырӑ сунса ҫырусем ҫыраҫҫӗ, салтаксене шанӑҫпа ҫирӗплӗх кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ.
– Районти халӑха, районти предприятисемпе организацисен ертӳҫисене тата ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑнакансене пурне те чун-чӗререн тав тăватăп. Ҫаксем пурте пирӗн каччăсене пурлăх енчен ҫеҫ мар, ăс-хакăл пулăшăвӗ те пулса тăраççӗ. Эпир ҫак кунсенче пурте пӗрле пулни питӗ кирлӗ, – тет район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Çар ҫыннисем валли Ҫӗпрел районӗнчен ăсатса тăракан гуманитари пулӑшӑвӗсенчен çакă юлашки пулмӗ. Гуманитари грузне пухасси «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнчи волонтерсен штабӗнче малалла тӑсӑлӗ.
Наталья Егорова, Пăрăнтăк станцийӗ:
– Пирӗн ывӑл ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнать. Çак канӑҫсӑр тапхӑрта пирӗн ҫар ҫыннисене пурлӑхпа тата ăс-хакăл тӗлӗшпе пулӑшнӑшăн, вӗсем патне хӑй кайса, адреслă посылкăсене илсе çитернӗ район пуҫлӑхне Марат Гафарова чун-чӗререн тав тунине пӗлтеретпӗр. Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Ранцев та тӑтӑшах пулӑшать. Ывӑлпа калаҫса тăратпӑр. Ҫак кунсенче кӑна ывăлăмăр Упи вӑтам шкулӗнче 5 класра вӗренекен Аринӑран ӑшӑ сунса çырнă ҫыру илнӗ. Пӗтӗм рота ячӗпе Аринăна та тав турӗ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев