Çĕпрел районĕнче 2021 çулта çуралнă пепкене савăнăçлă лару-тăрура ача çуратмалли уйрăмран кăларчĕç
Çĕпрел районĕнче чи малтан Игнатий ятлă ача çуралчĕ.
Пепке 2021 çулăн январĕн 4-мĕшĕнче Кĕçĕн Аксу ялĕнче пурăнакан Еленăпа Влад Чиржасен çемйинче çут тĕнчене килчĕ. Цифра тăваттă Игнатийшăн паллă дата пулса тăчĕ. Вăл çемьере тăваттăмĕш ача, январĕн 4-мĕшĕнче 14.00 сехетре çуралать. Çуралнă ачан йывăрăшĕ 3420 грамм, вăрăмăшĕ - 54 сантиметр пулнă. Паян Чиржа çемьине саламлама район пуçлăхĕ Марат Гафаров, районти ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Альбина Шарафутдинова, çаплах, тăванĕсемпе çывăх çыннисем килнĕччĕ.
Телейлĕ ашшĕпе амăшне ачан пĕрремĕш документне - ача çурални çинчен çирĕплетекен свидетельство тата парне, чечексем пачĕç.
- Ача вăл - телей, сире те ачасене те сывлăх сунатăп. Çакă та савăнаçлă, Вăкăр çулталăкĕнче Çĕпрел районĕнче ывăл ача çуралчĕ. Çулталăк ăнăçлă та тăнăç пултăр, - тесе палăртрĕ район пуçлăхĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнчен Çĕпрел районĕнче икĕ ача çуралчĕ. Январĕн 5-мĕшĕнче, Игнатий хыççăн Анат Вăрманай Шăхаль ялĕнче пурăнакан Наталипе Анатолий Суркинсен çемйинче тăваттăмеш ача çуралнă.
Пепкесене те, ашшĕсемпе амăшĕсене те сывлăх тата телей сунатпăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев