«Çемьепе пӗрле район хаçатне вулатпăр»
конкурс
«Туган як» — «Тăван ен» хаҫат редакцийӗнче конкурса пӗтӗмлетрӗмӗр.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫула Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Çак конкурс та Çемье çулталӑкӗ шайӗнче иртрӗ тата ҫемьепе пӗрле хаҫат вулама юратма, тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентме тӗллев лартнӑччӗ.
Конкурс требованийӗсемпе килӗшӳллӗн, хаҫат вулакансен ҫемьепе пӗрле хаҫат вуланине сӑн ӳкерӗнсе тата хӑйсем ҫинчен кӗскен информаци ярса пама тивӗçлӗччӗ.
Пӗтӗмлетӳсемпе, редакцийӗн Дипломне тата парнисене Кивӗ Çӗпрелӗнчен Фаизовсен, Айметдиновсен, Чӑваш Çӗпрелӗнчен Землемеровсен, Алешкин-Саплӑкран Клементьевсен, Кивӗ Йӗлмелӗнчен Гавриловсен ҫемйисем тивӗҫлӗ пулчӗç.
Хутшӑнакансене саламлатпӑр, редакцин пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав тӑватпӑр. Сирӗн тимлӗхӗре, хаҫатӑн хисеплӗ вулаканӗсем, вӗсен хаçат çинчен пулнă шухăш-туйăмӗсене те вырнаçтаратпăр.
Нурлежиган Айметдинова, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:
— «Туган як» хаҫата эпир «Ян юл» ятпа тухса тăнă вӑхӑтранпах ҫырӑнса илсе вулатпӑр. Питӗ юрататпӑр. Унӑн содержанийӗ те, ӑна туса хатӗрлесси те ҫулсеренех лайӑхланса пырать. Редакци ӗçченӗсене тав тӑватпӑр.
Землемеровсем, Чăваш Çӗпрел ялӗ:
— «Тăван ен» хаçатăн яланхи абоненчӗсем. Паян, интернетра информаци калӑпӑшӗ пысӑк пулин те, эпир район хаҫатне ҫырӑнса илетпӗр, ӑна пӗтӗм ҫемьепе юратса вулатпӑр. Хаҫат вӑл — район летопиҫӗ. Хаҫат нумай ҫул хушши пулса иртнӗ пулăмсене упрать, района аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ пай кӗртнӗ ентешӗмӗрсем ҫинчен каласа парать.
Гавриловсем, Кивӗ Çӗпрел ялӗ:
— Паллах, паян эпир интернет саманинче пурӑнатпӑр. Анчах хаҫата алла илсе вуланине нимӗнпе те танлаштараймăн. Эпир унӑн кашни номерне чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Хаҫат содержанийӗпе кӑмӑллӑ эпир, унта пурте пур: район пурнӑҫӗ, хисеплӗ ҫынсем, ҫамрӑксем, спорт, культура пурнăçӗ... реклама та, çуралнă кунпа саламламалли страница та питӗ усӑллӑ.
Эпӗ мăшăрăмпа Нинӑпа 41 ҫул пӗрле пурăнатпăр, виҫӗ ача пăхса ӳстертӗмӗр, телейӗмӗр, мӑнаçлăхăмăр — 6 мӑнукăмăр пур. Кашни кунах пӗрле пухӑнатпӑр, калаҫатпӑр, район хаҫатне вулатпӑр.
Наталия Клементьева, Алешкин-Саплӑк ялӗ:
— Район хаҫачӗ вӑл — тăван енне, хӑйӗн ҫӗрне юратакансене пурне те пӗрлештерекен пулса тăрать. Шӑпах район хаҫатӗнчен пуҫланчӗ те ӗнтӗ манӑн творчествӑпа культура ӗçӗнчи ӗç çулӗ, унтах эпӗ ӗҫ хăнăхăвне илтӗм. Редакцире хăйӗн ӗçне юратакан, халӑхăмăра, нацие, чӗлхене хисеплекен, ӑна упрассишӗн вӑй хуракан ӗçченсем ӗçлеççӗ, тавтапуҫ вӗсене. Эпир килте ачасемпе каҫсерен хаҫатра тухнă статьясене вулатпӑр. Пӗр ӑслӑ ҫын: «Нимӗн те ҫыраймастăн пулсан, вула», — тенӗ. Хаҫат тавракурӑма аталантарма тата ӑс-хакӑл шайне ӳстерме пулӑшать. Ӑслӑ пулас тетӗр пулсан, хаҫатсем, кӗнекесем вулăр, хисеплӗ район ҫыннисем!
Гульсина Фаизова, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:
— Район хаҫатне 1971 ҫултанпа, пӗр ҫул та хăвармасăр, ҫырăнатӑп. Иртнӗ çул пирӗн почтальон пулмарӗ, редакцийӗн ӗçченӗсем хаҫатсăр хӑвармарӗҫ, тав тăватпăр вӗсене. Ҫакӑнтан эпир районта, республикӑра мӗн пулса иртнине пӗлсе тăратпăр, мӑнукăм Аяз та манпа пӗрле вулать, кӳршӗри ачасене хамӑрӑн юратнӑ хаҫатри хыпарсемпе паллаштаратăп!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев