Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Çемье – атте патшалăхӗ, анне тӗнчи тата ача  çăтмахӗ»

Шариповсем Тутарстан Республикин Правительствинчен ялта пурăнса, виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ,  29 çултан çамрăкрах аннесене парăнакан 100 пин тенкӗ укçана илнӗ

Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан Марина Михайловнапа Рияз Мидехатович Шариповсен ҫемйинче аслă ачи – хӗрӗ Камиля Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗн 4-мӗш класӗнче, иккӗмӗш ачи Радель  1-мӗш класра пӗлӳ илеççӗ. Çамрăк çемьен телейне тата та туллилентерсе, çемьене илем хушса, июль уйӑхӗнче ывăлӗ Радмил çуралать.

Ҫамрӑк ҫемье тӗп çуртра,  Риязăн амăшӗпе Фидария аппапа тата ашшӗпе Мидехат пиччепе пӗрле, пурăнать. Пӗрле çурта юсанă, ӑна илемлӗ, хăтлă оборудованиленӗ. Килте ачасемшӗн те, хӑйсемшӗн те мӗнпур условисене тума тӑрӑшнӑ.

Аслашшӗпе асламӑшӗ мӑнукӗсемпе савăнса пӗтереймеççӗ. Икӗ ӑру представителӗсем пӗр-пӗрне ăнланса, пӗр-пӗринпе канашласа, питӗ туслă пурăнаççӗ. Марина кӳршӗри Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ районӗнчи Андреевка ялӗнче çуралса ӳснӗ. Тутарла питӗ лайӑх калаҫать.

– Качча килнӗ чухне тутарла пӗлмесен те, манран ютшăнмарӗç. Аттепе-анне те  мана хăйсен хӗрӗ пек йышăнчӗç, анне ерипен пурне те вӗрентет, тавтапуҫ вӗсене кашнинех, – тет Марина.

– Ачамăрсен, мăнукăмăрсен пурнӑҫӗпе питӗ кăмăллă. Мухтав Турра, вунӑ ҫул пӗрле питӗ туслӑ пурӑнатпӑр, малашне те ҫаплах пултăрччӗ, – тет Маринан хунямăшӗ  Фидария аппа та çамрăксен паянхи кунӗпе савăнса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев