Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăваш халăхӗн чипер пикисем

Çӗпрелӗнче «чӑваш пики – 2023» конкурсра чи чипер хӗр палăрчӗ

 

Конкурса кăçалхипе 11 хут йӗркелерӗç. Конкурса ирттерес тӗллев те ҫитӗнекен ӑрăва чӑваш нацийӗн ăс-хакăлне, тӑван чӗлхене пӗлессине йӗркелесси, ку енӗпе малашне те тӗллевлӗ ӗҫ илсе пырасси.

Мероприяти  районти Культура çуртӗнче, Тутарстан Республикинчи «Халăхсен  йăли-йӗркипе культурин çулталăкне» халалланипе, иртрӗ. Конкурса хутшăнакан пикесен сăн-питпе, кӗлеткепе çеç мар, хăйсене тытма, чăвашла калаçма пӗлнипе те хитре пулмалла, чăваш культурипе йăлисене лайăх пӗлмелле, наци апатне пӗçересси таранах. Чи çепӗç те, сăпайлă, хастар та пултаруллă 10 чăваш пики тăватă номинацире хăйсен илемлӗхне, маттурлăхне кăтартрӗç. Вӗсем хăйсемпе çывăхрах паллаштарчӗç, чăваш халăх апатне хатӗрлеме пӗлни çинчен каласа пачӗç, ыйтусем çине хуравларӗç. Творчествăлла пултарулăхӗсене кăтарса: хăшӗ юрласа, хăшӗ ташласа тата сăвă каласа та палăрчӗç. Жюри членӗсем конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те хакларӗç. Хӗрсен хушшинче пултаруллисем питӗ нумайччӗ. Çавăнпа та жюри членӗсемшӗн 10 хӗрӗн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетесси ҫӑмӑлах пулмарӗ. Мероприятире тулашри илем кӑна мар, хӑйне евӗрлӗх те, пултарулӑх та, шухӑшлав та,  нацилӗх те тӗп тимлӗхре пулчӗ.

Конкурса пӗтӗмлетнӗ май, мероприяти вӗҫӗнче жюри членӗ, Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура автономи уйрăмӗн ертӳҫи Алексей Ярухин:

– Сӑпайлӑхпа пур пахалӑхсем те йӗркеленеççӗ. Паянхи мероприятире эпир нацийӗн пӗлтерӗшне, пахалӑхне çак хӗрсем урлă куртӑмӑр, – терӗ.

Жюри членӗсем республика шайӗнче иртекен «Чӑваш пики» конкурсăн директорӗ Сильвия Чаркина, республикăра тухса тăракан «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн культура пайӗн пуçлăхӗ Зульфат Сагдеев, «Тутарстан Чӑваш пики-2021», «Вице мисс Раççей чăваш пики» титулсен хуҫи Алия Карусева конкурса йӗркелекенсене тав турӗç, конкурса йӗркелеме пулăшакансене, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗç, асăнмалăх парнесем пачӗç.

Ирина Трифонова:

– Эпир вăй пуçтарса каятпăр хамăр района килсен. Район пуçлăхне Марат Ринатовича, культура енӗпе ӗçлекен çынсене Зульфат Филаредовича, Чӑваш наципе культура автономи уйрăмӗн ертӳҫине Алексей Егоровича пысăк тав сăмахӗсене калас килет. Ҫӗпрел районӗнче иртнӗ «Чӑваш пики» конкурс та кунта чӑн-чӑн команда ӗҫленине кӑтартать. Ашшӗ-амăшӗсене те пысăк тав сăмахӗсем калас килет, çакăн пек пултаруллă хӗрсем çуратса ӳстернӗшӗн, тăван чӗлхене вӗрентнӗшӗн.

Реклама

Сильвия Чаркина:

– Сцена çинчи паянхи уяв чун-чӗрере ăшă туйăмсем çуратать. Мӗнле талантлă çамрăксем ӳсеççӗ пирӗн. Ку –  пирӗн мăнаçлăхăмăр. Ку ахаль кăна хитре культура мероприятийӗ мар. Сцена çинче тухнă хӗрсем амăш чӗлхипе юрлаççӗ те, ташлаççӗ те, сăввине те калаççӗ, хăйсем çинчен те каласа пама пултараççӗ. Çакă хăй питӗ пысăк ăсталăх ыйтать.

Жюри пӗтӗмлетӗвӗпе «Чăваш пики – 2023» конкурсра Чăваш Çӗпрел ялӗнчен Алина Годунова – «Сапăр пике», Кивӗ Чакă ялӗнчен Арина Токмакова – «Хӳхĕм пике», Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен Агата Маркова – «Ăс-хакăл пике», Хулаçырми ялӗнчен Виктория Еремеева –  «Илем пике», Кивӗ Упи ялӗнчен Юлия Чернова – «Тараватлă пике», Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен София Утеева – «Илĕртӳллĕ пике», Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчен Ксения Маркова – «Çепĕç пике»  номинацисем тăрăх, Алиса Искендерова вара «Интернет пике» (интернет сасӑлав ҫӗнтерӳҫи) титула тивӗçрӗç. Конкурсантсенчен кашниех, уйрӑм номинацисенче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, Дипломсемпе асӑнмалăх парнесене тивӗҫрӗç.

Уява малалла тăснă май, хӗрсене конкурса хутшӑнма хатӗрленӗ ертӳҫӗсене те Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.

Илемлӗх конкурсӗнче Матак ялӗнчен Жанна Сурская «Сарпике» номинацие çӗнсе илсе  – 3 вырăна, Алешкин-Саплăк ялӗнчен Мария Григорьева «Маттур пике» номинацие çӗнсе илсе 2 вырăна тивӗçлӗ пулчӗç. Аслă Аксу ялӗнчен Алиса Искендерова «Чăваш пики – 2023» титула çӗнсе илсе, çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те Дипломсемпе хаклӑ парнесемпе чысларӗç.

Конкурс тӑршшӗпех уявӑн ятарлӑ хӑни, чӑваш эстрада артисчӗ Андрей Думилин тата Ксения Захарова хӑйсен хавхалантаракан юррисемпе куракансен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклесе тăчӗç.

Конкурсăн финал тапхăрӗ апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусан хулинче иртӗ. Алиса Искендерова республика шайӗнче ирттерекен крнкурсра район чысне хӳтӗлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев