Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Часах çураки те пуçланӗ

Кӑҫал ҫуркунне иртнӗ çулхинчен маларах килет.

Юртан тасалнă уҫӑ хирсем нумай. Уйрӑм хуҫалӑхсем кӗрхи культурӑсемпе нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Кун ҫинчен районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов пӗлтерчӗ.

Тракторсене юсаççӗ

2023 ҫулхи ҫурхи ака кампанийӗнче 287 трактора, 20 пысӑк тухӑҫлӑ ака комплексӗсене ӗҫе явăçтарма палӑртнӑ. Хуҫалӑхсем иртнӗ çул 19 тракторпа, прицеп техникин 45 единиципе туллиленчӗç. 2023 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа 3 единица трактор туяннӑ. Тракторсемпе ака комплексӗсене юсасси апрелӗн 1-мӗшӗччен вӗҫленмелле. Март уйӑхӗн вӗҫӗнче машинӑпа трактор паркӗсене ҫурхи хир ӗҫсем тӗлне хатӗр пулнине комисси йышӑнӗ.

Паянхи кун район тӑрӑх 186 трактортан 173шне юсанӑ, 84,3 миллион тенкӗлӗх запас пайӗсем илнӗ. Хамăр çӗршывра туса кăларнă сеялкăсемпе культиваторсене пӗтӗмпех юсанӑ. Ака комплексӗсем енӗпе хӑш-пӗр участоксенче техникӑн юсав ӗçӗсене вӗçлессине тивӗçтермелле.

Паянхи куна мастерскойсенче 13 трактор юсав кӗтеҫҫӗ.

Минераллӑ удобренисем

Пурӗ 14604 тонна минераллӑ удобренисем турттарса килнӗ, ку вӑл 1 гектар лаптăка 97,5 килограмм витӗм паракан вещество (д.в) текен сăмах. «Ҫӗпрел Рассвет – Агро» хуҫалӑхăн 161 кг.д.в., «Цильна» обществӑн – 115,7 кг. д.в., «И.Ф.Махмутов» хресчен-фермер хуçалăхăн – 92,4 кг. д.в., «Д.А. Гафуров» 91,8 кг. д.в., ытти хресчен-фермер хуçалăхсен – 26,7 кг. д.в. пур.

 Кӗрхи культурӑсен шайӗ

Ӑшӑ сывлӑш температури пирки юр хăвăрт ирӗлни сисӗнет. Кӗрхи культурӑсен участокӗсенче юрпа сийӗ 30-40 процентпа танлашать, кӑнтӑр енчи территорисенче вырнаҫнӑ уй-хирсенче вара – 10% ытла мар.

Районти кӗрхи культурăсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ – 12 403 гектар. Çав шутра кӗрхи тулӑ – 11 623 гектар, кӗрхи ыраш – 627 гектар тата кӗрхи рапс – 153 гектар. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, кӗрхи культурăсен шайӗ çакăн пек: лайӑххи –10 045 гектар, вӑтамми – 2358 гектар. Сиенленнӗ лаптăксем – 45 процент шайӗнче.

Юрпа витӗнекен участоксенче пӑр хулӑнӑшӗ  1,5 сантиметр пулни палӑрать. Ку хӑрушӑ курăну кӗрхи культурӑсене сиен кӳме пултарать. Çӗр – 45 сантиметр тарăнăшӗнче шăннă.

Сахарлӑх виçи  19-21 процент, ҫакӑ лайӑх шайра пулнине палӑртать, анчах температура режимӗ ӳснӗҫемӗн ӳсентӑрансен сывлав процесӗ вӑйланать, ҫак кӑтарту куллен 0,5-1,0% чакать.

Талгат Халитов ҫакна шута илсе, кӗрхи культурӑсене хӑвӑрт апатлантарма хатӗрленмелли ҫинчен аса илтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев