Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çар çыннисем отпуска таврăннă

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннӑ каччăсемпе тӗл пулчӗ.

Мобилизациленнисемпе район пуҫлӑхӗн тӗлпулăвӗ ӑшӑ, официаллă пулман лару-тӑрура иртрӗ. Чей сӗтелӗ хушшинче ҫар ҫыннисем хăйсем çинчен каласа пачӗҫ, гуманитари пулӑшӑвӗ панă, хăйсене моральпе пурлӑх енчен пулӑшнă кашнинех тав турӗҫ.

Марат Гафаров апат-ҫимӗҫӗпе тата медикаментсемпе вӗсене мӗнле тивӗçтерсе тăнипе те интересленчӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче вӑл ҫар ҫыннисене çар зонинче кирлӗ пулакан япаласем пачӗ.

— Эсир пирӗншӗн, кашнийӗншӗн тӗслӗх. Тӑван çӗршыв чиккисене хӳтӗлесе, эсир кашни кунах виҫесӗр паттӑрлӑх кӑтартатӑр. Эсир унта чухне сирӗн ҫемйӗрсене сыхласси, вӗсемшӗн тӑрӑшасси — пирӗн тивӗç, — терӗ Марат Гафаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев