Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çанталăк ӑшӑтрӗ. Çурхи ейӗве хатӗр-и?

Шыв ан илтӗр тесе тӗрлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ

Районта ҫурхи шыв-шур тапхăрне хатӗрленес ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ? Мӗнле мерăсем йышăнаççӗ? Ҫак ыйтусене уçăмлама эпир районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫинчен Данис Сатдиновран ыйтрӑмӑр.

– Пирӗн район шыв илес хăрушлăх пысăк пулнă вырӑнта вырнаçман. Ҫапах та халӑхăн пурлӑхӗ сиен ан куртӑр тесе хӑрушсӑрлӑхӑн тӗрлӗ мерисене йӗркелеме тӑрӑшатпӑр. Кӑҫалхи ейӳ вăйлă пулмасть тесе палӑртаççӗ. Анчах ҫанталӑк сасартăк ăшăтса ярса, шыв вăйлă юхнă тапхăрта хӑш-пӗр ҫуртсене шыв илес хӑрушлӑх та пур. Ял тăрăхӗсенче, ҫулсем айне вырнаçтарнă шыв трубисене тасатса хутăмăр. Ҫыран хӗрринчи вӗтлӗхсенче пӑр капланса, шыв ҫулне ан пӳлтӗр тесе, çав вӗтлӗх-туратсене касса сайратнă. Зданисемпе ҫуртсен тӑррисене юртан тасатнӑ. Пушар хуралӗн уйрăмӗ, ҫӑлӑнӑҫ служби кӗтмен ҫӗртен килсе тухакан тӗрлӗ лару-тӑрӑва, пушара тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хатӗр тăрать. Ҫуртсемпе, килсене шыв илес хăрушлăх палăрсан, пулӑшу памалли планна та тунӑ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисене: шкулсене, ялти культура ҫурчӗсене, ФАПсене, клубсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗç. Пӗлтерӳ хатӗрӗсене тӗрӗсленӗ. Чӑн та, çурхи ейӗве эпир апрель уйӑхӗн варринче ҫеҫ пулӗ, тесе кӗтрӗмӗр, анчах ҫутҫанталӑкăн хăйӗн характерӗ, ҫанталӑк март уйӑхӗнчех ӑшӑтма пуҫларӗ.  Çапах та, чрезвычайлă лару-тӑру пулмӗ, тесе шутлатпăр.

– Ҫак кунсенче районти чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пӗтерес тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ. Унта мӗнле ыйтусене хускатрӗç?

– Комисси ларӑвӗнче ҫурхи шыв-шур тапхăрне инкек-синкексӗр ирттерессине тивӗҫтерессине пӗрремӗш плана хучӗç. Кирек мӗнле лару-тӑрӑва та хатӗр пулмалла тесе палӑртрӗç.

 

Ҫак темӑпа

 

Ялсенче трубасене, шыв ҫулӗсене тасатма ял тăрăхӗсем яваплă, ҫурт умӗнчи трубасене, шыв ҫулӗсене тасатассине ҫурт хуҫисем пурнӑҫлаççӗ.

Мучелей ялӗнче пурӑнакан Фиркать Ахметшин 5-6 ҫул каялла çуркунне уйăхӗнче Пуштӗрлӗ шывӗ çыран хӗрринчен тухса, çуртсем патне çитиччен сарӑлни, ҫула та пӳлсе хуни çинчен аса илсе калаçрӗ.

– Халӗ çырма хӗррисене ҫӗкленӗ, анлӑлатнă. Чӑнах та, пӗр-икӗ кун шыв тулса юхать, анчах ҫырантан тухмасть. Кӑҫал ҫуркунне иртерех хӑйӗн прависемпе хуçаланма шутларӗ. Тепӗр эрнерен, вунӑ кунран уй-хирсенче юр юлмасть пулӗ тетӗп.  Шыв кӗрес хăрушлăхран сыхланса, эпир ҫӗрулми путвалне тахҫанах çӗр çине хăпартса, туса хутăмăр.  Пӳрт умӗнчен шыв юхмасăр иртмӗ ӗнтӗ, ун валли канавсем чавса, уçрăмăр. Чи пахи – сивӗ хӗл хыҫҫӑн ӑшӑ ҫуркунне пуҫланать. Ҫутҫанталӑк вӑранать, пыл хурчӗсем сӗрлеме пуçларӗç. Иртнӗ çул та март уйӑхӗнчех уҫса кăларнăччӗ, çакăншӑн ҫилсӗр, ӑшӑ ҫанталӑк кирлӗ, – тет ӗмӗрӗ тăршшӗпе выльӑх врачӗ пулса ӗçленӗ, утарҫӑ Фиркать Ахметшин.

 

Ачасемпе тимлӗ    пулмалла

 

Çырмасенче шыв тулса юхнине, пӑр кайнине ачасем уйрӑмах интересленсе пăхаççӗ. Ҫавна май чрезвычайлӑ лару-тӑру уйрăмӗ ачасемпе тимлӗ пулма чӗнсе калать.

Статистика тӑрӑх, ҫулсеренех ҫуркунне пăр айне 500 ҫын анса каять. Ҫурхи пӑр ҫирӗп те шанчӑклӑ пек туйӑнать, анчах та ултавлă, пӑр çине кӗме юрамасть.

Шыв илес хăрушлăх пулнă вырӑнсенче пурӑнакансен вӑхӑтран вӑхӑта синоптиксен пӗлтерӗвӗсене итлеме, пӳрт тӑррисемпе кил-картишсене юртан тасатма, ирӗлекен шывсене юхтарма канавсем чавса хума, ҫуртсене шыв кӗме чӑрмантаракан дамбӑ пек сооружисем тума, нӳхрепсенчи апат хатӗрӗсене ҫӳллӗ те типӗ вырӑна куҫарма, хуралтăсене электричесто çутинчен татма, газопровод ҫинчи крансене хупма тата ытти çавăн пек ӗçсене пурнӑҫлама сӗнет ҫӑлав служби.  Ҫӑлав службин пӗрлехи телефонӗ: 112.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Раҫҫей территорийӗнче сывлӑш температури климат норминчен чылай ҫӳлерех ҫӗкленет. Ҫапла вара, ҫӗршывăн пӗтӗм территорийӗнче ӑшӑ ҫанталӑк вырнаçӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев