Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çамрăксем — хастар халăх

«Малтисен юхӑмне» йышӑннӑ

«Талантсен планети» ачасен пултарулӑхӗн çуртӗнче вӗрентекенсемпе вӗренекенсене «Малтисен юхăмне» йышӑнмалли мероприяти пулса иртрӗ.

Мероприятире Тутарстан Республикинчи муниципалитетсен координаторӗ Лиана Сабирова, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов хутшӑнчӗç.

Лиана Сабирова хутшăнакансене ӑшшӑн саламларӗ, пӗрлехи ӗҫсенче ăнăçу сунчӗ.

— Паян питӗ паха, яваплă та хумхантаракан кун. Сире малтисен ретне йышăнаççӗ, апла пулсан чи лайӑххисен шутне кӗретӗр. Сире ăнăçусем, ҫӗнтерӳсем сунатӑп, — терӗ Айрат Фиркатович.

«Малтисен юхӑмне» йышӑнмалли мероприятире 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, хальхи вăхăтра Хусанти аслă вӗренӳ заведенийӗн студенчӗ Данияр Тазетдинов та хутшӑнчӗ. Вӑл хӑй ҫырнӑ «Малтисен юхăмӗ» юррине парнелерӗ.

Вӗрентекенсем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх, ҫитӗннисемшӗн тӗрек пулма, пӗлӳ илме, юнашаррисемпе тимлӗхлӗ пулма, ӑрусен астăвăмне упрама, Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑма тупа турӗç. Вӗсене значоксем, командӑн пӗрлӗхӗпе туслӑхне хăватлантаракан, пӗрлештерекен сулӑсем панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев