Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чакă енӗ ҫутҫанталӑкӑн хăйне евӗрлӗ илемӗпе мăнаçлă

Наци уявӗ — халăхăн чун-чӗрин тӗкӗрӗ!

Шăпах Г. Тукай каланă пек: «Эпӗ ку яла нихҫан та манас ҫук: пур енчен те вӑрманччӗ...» Чӑнах та, Чакă енӗ хӑйӗн вӑрманӗпе, Пугачев тӑвӗсем текен ҫӳллӗ сӑрчӗсемпе, сиплӗ, таса, сивӗ ҫӑлкуҫсен шывӗпе палăрса тăрать.

Тӑван ен тунсӑхлаттарать

Ҫак илемлӗхе курас, çавăнта иртнӗ ҫамрӑклӑх, ачалӑх çулӗсене аса илес, тӑван никӗсне çитсе курас тесе, Анат Чакă ялӗн халăхӗ тата ентешсем иртнӗ шӑматкун Ял кунне пуҫтарӑнчӗç.
Иртенпех, уяв иртекен çаран çинче, юрă-кӗвӗ янăраса тăнчӗ, пултарулӑх ансамблӗсем, «Хӗлхем» чӑваш халӑх ансамблӗ хӑйсен юрри-ташшисемпе килнӗ хӑнасене кӗтсе илчӗç. Палӑртса хӑвармалла, уява 2014 ҫултан пуҫласа Олег атте пуҫарăвӗпе ирттереҫҫӗ.

Уява килнӗ хӑнасене, ял-йыша саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн çумӗ Александр Карли, Ульяновск облаҫӗн Ӗç тăвакан комитетăн членӗсем, чӑваш наципе культура автономийӗн центрӗн представителӗсем Юрий Волоницков тата Артем Федоров, Анат Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов, Архангел Михаил ячӗллӗ храмӗн настоятелӗ, протоиерей Олег атте, ветерансен совечӗн ертӳçи Николай Кузьмин килнӗччӗ.

Парнелени

Кам та пулин тăрăшса çӳремесен, паллах, кун пек уяв хӑй тӗллӗнех килсе тухмасть. Ăна йӗркелесе ирттерме пулăшнă пуҫаруçăна Олег аттене тав турӗç. Ҫавӑн пекех спонсорсене Борис Албутова, Владимир Токмакова, Александрпа Виктор Марковсене, Анатолий Матюшина, Анатолий Иванова, Евгений Иванцова тата ытти нумай çынсене Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.

Ял кунне питӗ тулли те хӑйне евӗрлӗ йӗркеленӗччӗ. Çемье çулталӑкӗн шайӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов пӗрле пурăнма пуçланин юбилейлă датисене паллӑ тунă е паллӑ тăвакан мӑшӑрсене: Нина Петровнапа Петр Терентьевич Кузьминсене, Нина Васильевнапа Петр Николаевич Матюшинсене, Фирюза Сайфулловнапа Роберт Зайнабович Загидуллинсене, Минзиган Зябиховнапа Иршат Усманович Халиулловсене парнесем парса чысларӗ.

Уявӑн торжествăлла пайӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем те манăçăнмарӗç. Таврари ҫынсемшӗн ырă тӗслӗх пулса тăракан Чиржа, Абутдиновсен, Макаровсен, Волковсен (Олег аттен çемйи), Моисеевсен, Токмаковсен (Владимир Токмаковăн) çемйине те тата тăван ялне кăмăлласа, тӑван ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ ҫамрӑк мăшăра — Албутовсене те парнесем пачӗç.

Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче, мобилизаци шайӗнче тата хӑй ирӗкӗпе кайнă, Анат Чакă ял тăрăхӗнчен, Тăван ҫӗршывăмăрăн хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче тăракансем сахал мар. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене: Юлия Геннадьевнапа Владислав Уинтонович Ивановсене, Андрей Сергеевич Волковăн йăмăкне Галина Сергеевнана, Алексей Александрович Волковăн йăмăкне Наталья Владимировнана, Римма Ирфановна Бадамшинана, Светлана Сергеевнапа Валерий Николаевич Огурцовсене, Мария Петровнапа Анатолий Николаевич Сергеевсене, Зоя Васильевна Хмелевана, Лилия Замиловнапа Джалиль Жемилович Мурасовсене, Гульсина Ханафиевнапа Ильгизар Зайнуллович Хамзинсене, Елена Петровна Токмакована, Антонина Петровнапа Тигран Петрович Патшеевсене, тата Петр Михайловичăн мăшăрне Любовь Николаевна Нямукована, Анатолий Владимирович Матюшинăн мăшăрне Елена Александровна Гурьянована тав туса, асӑнмалӑх парнесемпе чечексем пачӗҫ.

Уяв анлăн иртрӗ

Торжествăлла пай хыҫҫӑн, чӑн уяв мероприятийӗсем пуҫланчӗҫ. Тӗрлӗ спорт вӑййисем хăйсен патне илӗртсе тăчӗç, вăрман хӗрринче хир кухни те пурччӗ. Чӑваш Енӗн эстрада артисчӗсем юррисемпе сцена çине тухса савăнтарчӗç. Тепӗр енче суту-илӳ точкисем, тӗрлӗ куравсем ӗҫлерӗç. Кӑмӑл тӑвакансем ГТО нормативӗсене пама пултарчӗç. 

Пӗр сӑмахпа каласан, кашниех хӑйне валли интерес тупма пултарчӗ. Ял ҫыннисем хӑйсем те артистсемпе пӗрле юрларӗç, ташларӗç, кăмăллă канчӗç. 

Ҫак таврара иртнӗ Ял кунӗн уявӗ тӗрлӗ наци ҫыннисене пӗр лаптăка пухрӗ. 
Ҫакӑ вара, районта пурӑнакан тутар тата чӑваш халӑхӗсен пӗрлӗхӗпе туслӑхне тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Паллă çынсем

М. К. Абульханов — монтажниксен бригадирӗ, Ӗҫ Мухтавӗн, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсен кавалерӗ; Х. М. Атласи — историк, педагог, тӗнпе общество деятелӗ, II Патшалăх Думин депутачӗ; Р. З. Ильясов — юрӑҫӑ (тенор), музыка деятелӗ, ТАССРăн тава тивӗҫлӗ искусствӑсен деятелӗ, ТАССРăн халӑх артисчӗ.

Ялăн историйӗ

Анат Чакă район центрӗнчен кăнтăр-хӗвел анăçӗ еннерех 24 ҫухрӑмра, Аслă Якла юханшывӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ. 1647 ҫултан пулса кайни (тепӗр версипе — 1666 ҫултан) паллӑ.

XVIII-XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсен (Лашмансен) сословине кӗнӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхӑн тӗп ӗҫӗ — ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнă, ҫавӑн пекех сезонлă ял хуҫалӑх ӗҫӗсене, шахтӑсене, фабрикӑсене кайса ӗçлесси сарӑлнӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 3 мечӗт, мадрасе, арман ӗҫленӗ. Ял общинин ҫӗр лаптӑкӗ 1453,8 теҫеттин шутланнӑ.

1920 ҫулччен Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑван уездӗн Хулаçырми вулӑсне кӗрет. 1920 ҫултан ТАССРăн Пăва кантонӗнче. 1930 çулхи августăн 10-мӗшӗнчен Çӗпрел, 1963 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Пӑва, 1966 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗпрел районне кӗрет.
1930 ҫулта «Горняк» колхоз йӗркеленет (пӗрремӗш председателӗ — Н. Мударрисов). 1933 çулта Разумов ячӗллӗ колхоз, 1950 ҫулта — Фрунзе ячӗллӗ колхоз (Анат Чакă ялӗ) пулса улшăнать. 1994 ҫултан — Фрунзе ячӗллӗ коллективлӑ предприяти, 1995 ҫултан — «Марс» хресчен хуҫалӑхӗсен Ассоциацийӗ, 2007 ҫултан — «Фрунзе» тулли мар яваплӑ общество.

2012 ҫултанпа ялта «АгротТансПорт» яваплăхӗ чикӗленнӗ обществăн производство бази (пӗрчӗллӗ культурăсем, хӗвелҫаврӑнăш) туса илесси, 2013 çултан — «Цеолиты Поволжья» уçă акционерла общество (производство хӑвачӗсене вак-тӗвекпе сортировка комплексӗ, типӗтмелли тата хӗртмелли лини, порошоксене механикӑлла, сывлӑшпа тата ультрасасӑллӑ классификацилесси, виçсе упаковкăласси тата регистраци кӗрет) вырнаçать.

Вӗренӳпе культура

1936 ҫулта ялта пуҫламӑш шкул уҫӑлать, 1938 ҫулта — ҫичӗ çуллăх, 1961 ҫулта — сакӑр ҫул вӗренмелли, 1967 ҫулта — вӑтам шкул пулса улшăнать.
1992 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартаççӗ, таврапӗлӳ музейӗ туса хураççӗ. Ялта культура ҫурчӗ ( 1974 ҫултанпа), библиотека (1927 ҫултанпа куҫса ҫӳрекен библиотека пек ӗҫлет, 1987 ҫултанпа шкул ҫуртӗнче), ача сачӗ (1979 ҫултанпа, 1992 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартнӑ), фельдшерпа акушер пункчӗ (1985 ҫултанпа), нумай функциллӗ центр (2019 ҫултанпа), мечӗт (1996 ҫултанпа) пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев