Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӗç тăвакан комитетра ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Ҫӗпрел районӗнче Ӗç тăвакан комитетăн ҫӗнӗ ертӳҫине палăртрӗç. Вăл – Рустам Искандерович Мухаметзянов.

 

Ҫӗнӗ ертӳҫӗне 2023 ҫулхи майăн 5-мӗшӗнче, тăваттăмӗш созыври Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Сăвечӗн ҫирӗм саккӑрмӗш ларӑвӗнче суйларӗç. Ларӑва Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ирттерчӗ.

Конкурс итогӗсемпе конкурс комиссийӗн ертӳçи, район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин паллаштарчӗ. Конкурс комиссине икӗ кандидатура: Рустам Искандерович Мухаметзяновран («Чистополье» холдинг компанийӗн «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществăн экономика енӗпе хӑрушсӑрлӑх службин начальникӗ) тата Фаниль Фатыхович Замалтдиновран («Ак Барс банк» холдинг компанийӗн 1 номерлӗ хушма офисӗн начальникӗ) заявлени кӗнӗ.

Депутатсем ларура уҫӑ сасӑлавпа Рустам Мухаметзянов кандидатурине хӳтӗлерӗç.

Рустам Искандерович Мухаметзянов вара тухса калаçса, депутатсене хăйне шанăç пӗлтернӗшӗн тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев