«Бизнес-веломарафон» Çӗпрелӗнче
Веломарафон Тутарстанăн кӗçӗн тата вăтам бизнес предприятийӗсен ассоциацийӗн пулӑшăвӗпе, Пӗтӗм Реççейри предпринимательсен кунӗ йӗркипе, иртрӗ Бизнесăн пӗчӗк формисем
Хӑнасене – XIII республика веломарафонӗнче хутшӑнакансене, Çӗпрел çыннисем район чиккинче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗç.
Тепӗр кунне вара, веломарафонра хутшӑнакансем районăн çак спорт тӗсне кăмăллакансемпе, ҫавӑн пекех, районăн мӗнпур бизнесменӗсемпе пӗрле Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн тӗп урамӗсем тӑрӑх иртрӗҫ. Вӗсен çумне, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ертӳçӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чарӑну «Ҫӗпрел» паркӗнче пулчӗ. Кунта Раҫҫей предпринимателӗн кунне халалланӑ культура программи хатӗрленӗччӗ.
– Ҫӗпрел районӗ пӗрремӗш хут веломарафонра хутшӑнакансене йышӑнать. Хусан хулинчен Ҫӗпрелне ҫити 200 ҫухрӑм ытла çула велосипедсемпе иртме йывăр пулсан та, вӗсем хăйсен тӗллевӗсене çӗнсе илчӗç. Предпринимательство та – йывӑрлӑхсем урлӑ тӗллевсем патне илсе пыракан ҫул. Пур вăхăтра та, тӗллевсене пурнăçлама, йывăрлăхсене ҫӗнтерме сунатăп, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, веломарафонра хутшӑнакансене саламласа.
Хусанти хула думин депутачӗ, «Информаци системисен» обществин директорсен совечӗн ертӳçи, «Авиатор» электроникӑпа приборсен строительстви енӗпе технопарка никӗс хывакан Марат Бикмуллин Ҫӗпрел районне илсе килекен çул кăтартуллă пулнине палӑртса иртрӗ тата малашне пӗрле ӗҫлеме ӗмӗт пӗлтерчӗ.
– Кунта килнӗ чухне, Тутарстанӑн темиҫе районне, ҫав шутра Ҫӗпрел илемленнине, аталаннине куртӑмӑр, çакӑ питӗ лайăх курăну. Ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем йӗркеленӗ вăхăтра, çавăн пекех, сывӑ пурнӑҫ йӗркине те пропагандӑлатпӑр, предпринимательсемпе, район пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулатпăр, ҫавра сӗтелсем йӗркелетпӗр, мастер-классем ирттеретпӗр. Кунти тӗлпулу та нумайӑшӗсемшӗн усӑллӑ пулать пулӗ тесе шутлатӑп, – терӗ вӑл.
ТР велосипедистсен союзӗн ертӳçи, «Контр» хӑрушсӑрлӑх ушкӑнӗн директорсен совечӗн ертӳçи Ильдус Янышев тухса калаçнă чухне паллă ученӑйăн Эйнштейнăн сӑмахӗсене тӗслӗхе илсе: «Пурнӑҫ пурăнасси вӑл –велосипедпа ҫӳренипе пӗрех. Эсӗ яланах хусканура пулма тивӗçлӗ».
– Велосипед хускану хатӗрӗ кӑна мар, вăл суту-илӳ, ӗç кăтартассипе çыхăннă пысăк бизнес индустрийӗ те. Малта пыракан ҫӗршывсенче нумайăшӗсенче велосипедпа ҫӳресси пурнӑҫ йӗркине çаврăннă. Унта халӑхӑн 50 проценчӗ велосипедпа усӑ курать. Ку – спорт, туризм. Ун ҫине хăть миçе çулта ларма тата çӳреме те юрать. Çамрӑк ӑрӑва пиртен тӗслӗх илсе тата велосипедпа кулленхи пурнăçра час-часах курма сунатпăр, – тесе палӑртса иртрӗ И.Янышев.
Веломарафонра яланах хутшӑнакан Фарида Гилязева районта туризм ӗҫӗ-хӗлӗ çине тимлӗх пама кирли çинчен каларӗ.
– Предпринимательство ертӳҫисен пулӑшăвӗ яланах кирлӗ. Ҫӗпрел районӗнчи ҫутҫанталӑк ресурсӗсем сахал, нефть те ҫук. Анчах кунта тӗп пуянлăх – халӑх пур. Кун пек чухне Японие илер. Пӗчӗккӗ кăна территорийӗ пулнă çак ҫӗршывра, халӑхӗпе пӗрле, ҫӗршывра малта пыракан технологисене аталантараççӗ. Ҫӗпрел районӗнче те Президент программисемпе усӑ курса, шалти туризма аталантарма май пур. Нихӑҫан та ҫӗнӗ ӗҫе пуҫласа яма тата ӗҫлеме хӑрамалла мар, – терӗ вăл.
Ҫак кун пурнăçӗсене бизнеса халалланă тата паянхи кун та суту-илӳпе, ял хуçалăх продукцине туса илессипе, ваккăн сутас тӗлӗшпе активлă ӗç илсе пыракан предпринимательсемшӗн чăн уяв пулчӗ. Мероприятие Аслă Аксу ялӗнчен 83 ҫулхи Петр Данилов та килнӗччӗ. Вăл çемье фермине 2007 ҫулта йӗркеленӗччӗ, сурӑхсем ӗрчетессипе интересленет. Халӗ вара унӑн ӗҫне ывăлӗ малалла тăсать.
Предпринимательсемсӗр пуçне пӗр уяв мероприятийӗ те иртмест. Кунсӑр пуҫне, вӗсем ыр кăмăллăх ӗçӗсенче активлă хутшăнаççӗ, пулăшу кирлӗ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. Ку питех те пандеми вăхăтӗнче палӑрчӗ. Çавăнпа та вӗсен енӗпе ăшă сунăмсем тата тав сӑмахӗсем янăрарӗç. Сцена ҫинче Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин парнисене, ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа кăларнă юбилей медалӗсене, Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене тата ытти парнесем пачӗç.
Тухса калаçасси Культура çурчӗн ӗҫченӗсен творчество пултарулăхӗн номерӗсемпе çыхăнса пычӗ. Хусан предпринимателӗсем бизнеса ӳстерес вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗç, мастер-классем ирттерчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев