Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

2022 çул. Майăн 9-мӗшӗсем. Çӗпрел районӗнче Аслă Çӗнтерӳ уявӗ

Майӑн 9-мӗшӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче Ҫарпа Ӗҫ Мухтавӗн Монуменчӗ патӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине халалланă митинг иртрӗ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявлама тата вӑрҫӑра вилнисене асӑнма ветерансем, ӗҫ коллективӗсен представителӗсем, ял ҫыннисем, район хӑнисем, вӗренекенсем, студентсем, ачисемпе пӗрле ҫемьесем те килнӗччӗ.

Фронта мӗнпурӗ 14 пин ытла Çӗпрел çынни тухса кайнӑ, ҫурринчен ытларахăшӗ кăна тӑван ене сывă таврӑннӑ. Шел пулин те, паянхи кун тӗлне районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗр ветеранӗ те юлман. Вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен шучӗ те ҫулсеренех чакса пырать. Паян Ҫӗпрел районӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин  ветеранӗн 51 тăлăх арăмӗ тата 162 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Мероприятире   вӗсем президиумраччӗ, ветерансен тӑлӑх арӑмӗсем  тата тыл ӗçченӗсем те.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, хӑнасем, ертӳҫӗсем, ҫамрӑк юнармеецсем Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ.

Реклама

Митинга хутшӑнакансене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ячӗпе саламланӑ сӑмахсене Патшалӑх пурлӑхӗн управленийӗ енӗпе Федераци агентствин Тутарстан Республикипе Ульяновск облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов пӗлтерчӗ. Çаплах, Çӗпрел çыннисене ТР Патшалӑх Совечӗн депутатӗнчен Ринат Гайзатуллинран саламлă сăмахсем те янӑрарӗҫ.

– Паян эпир хамӑр аттесемпе асаттесен паттӑрлӑхне хисеп тунине пӗлтеретпӗр. Вӗсем хаяр та хăрушă вăрçăра ҫӗнтернӗ. Вӑл ҫулсенче вӑрҫӑ кашнин килне кӗнӗ, никама та хӗрхенмен. Эпир хамӑр асаннесемпе асаттесен  паттӑрла ӗҫӗсене нихҫан та манмӑпӑр. Пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнине, ҫак пурнӑҫ пире мӗнле ҫухатусемпе килнине эпир яланах асра тытӑпӑр. Тав тăватпăр сире, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи çулӗсенчи хаклӑ ветеранăмăрсем, – тесе саламлӑ сӑмахӗнче Марат Гафаров.

Митинг ахрăмӗ Ҫӗнтерӳ Парачӗпе пырса çыхăнчӗ. Парадра вӗренекенсем, юнармеецсем, афганецсем, пограничниксем хутшӑнчӗҫ. (Сӑмах май, пограничниксем кӑҫал пӗрремӗш хут парада хутшӑнчӗҫ).

Уяв «Ҫӗпрел» паркӗнче малалла тӑсӑлчӗ, унта районти пултарулӑх тата творчество коллективӗсем куракансем валли вӑрҫӑ темипе юрӑ-ташӑ шӑрантарчӗҫ. Ҫӗпрел çыннисем тата район хӑнисем валли хир кухни ӗҫлерӗ. Мероприяти каҫхине уяв салючӗпе вӗҫленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев